Чăваш Енри 10 каччăна Президент полкне ăсатрĕç

Раççей çарĕнче кăçал республикăри пин те виççĕр вăтăр каччăна кĕтеççĕ. Вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тĕрлĕ тытăмра пурнăçлĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Президент полкне каякан яшсене чыслăн ăсатрĕç. Кремль комендатуринче Чăваш Енри 10 каччă пулĕ.

Леонид Петров, Валерий Резюков

Салтака каякансем пухăнмалли республикăри пунктăн актсен залне Президент полкне лекнисем кăна мар, ытти çар чаçне çул тытакансем те пуçтарăннă. Хăш-пĕр каччă çар тивĕçне тинĕс флотĕнче пурнăçлĕ. Пĕрисене «Чувашия» катер, теприсене «Новочебоксарск» карап çине яма палăртнă.

Пухăннисене Чăваш ЕН Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, республикăн çар комиссарĕ Александр Мокрушин саламларĕç. Çавăн пекех Президент полкĕнче çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă салтаксем те ырă сăмахсем каларĕç. Вĕсене Чăваш ЕН пуçлăхĕн ячĕпе алла çыхмалли сехетсем парнелерĕç.

Пухăннисем нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса пуç хунă паттăрсене асăнчĕç. Вĕсен ячĕпе Салтак палăкĕ умне чечексем хучĕç. Чăваш Енри каччăсене Президент полкне 16 çул каялла илме тытăннă. Патăрьел районĕнчи Денис Смирнов та кăçал çак пысăк чыса тивĕçнисен ретне лекнĕ. Ку вăл уншăн çеç мар, тăванĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.

Паянхи куна Чăваш Енрен салтака 300 ытла çамрăка ăсатнă. Ку вăл палăртнинчен 22 процент пулать. Çар комиссариатĕнче плана тултарассине шантарсах калаççĕ.