Вера Кузьмина СССР халăх артисчĕн паян çуралнă кун

Чăваш çăлтăрĕ хăйĕн 95 çулне, сцена çинче ĕçлеме пуçланăранпа 70 çул çитнине иккĕмĕш килĕ пулса тăнă Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче куракансемпе пĕрле паллă тăвать.

Марина Карягина

Вăл сцена çине тухсанах куракан ура çине тăрать, хыттăн алă çупать. Тĕнчери мĕнпур амăшĕсен сăнарне пуяннăн та туллин, чăваш чунĕ йышăнмалла кăтартса халăх амăшĕ пулса тăнă Вера Кузьмина – 70 çул çак сцена çинче. Çеçпĕл Мишши „эп хам – пин-пин“ тенĕ пек, пĕр çынра – çĕршер сăнар ăраскалĕ. Тĕрлĕ шăпаллине - кăра кăмăллине те, кулăшлине те - çав саспах, сăнпах, куçпах ĕнентерÿллĕн кăтартмалла пултармалла – çакăнта актер ăсталăхĕн шайĕ. Вера Кузьмина сăнарлакан хĕрарăм ирĕк чун-чĕреллĕ, тÿсĕмлĕ те хăватлă, вăл çирĕп кăмăлĕпе чи йывăр самантра та çынлăхне çухатмасть, искусствăн пархатарлă тивĕçне тĕпе хурса куракана таси, çутти енне туртать.

Çĕршыври вуншар театрта темиçешер хут лартнă классика хайлавĕсенче çав сăнарах ыттисенчен уйрăлса тăмалла вылясси – уйрăм тивлет. Вăл нихçан та пире çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтерме пăрахмасть. 2005 çулта Вера Кузьминична Борис Чиндыков ятарласа ун ячĕпе çырнă „Хура чĕкеç“ моноспектакльте халăх шăпи çинчен – çав вăхăтрах хăйĕнни çинчен те – куракан чун-чĕрине витмелле каласа пачĕ. Çакă пĕччен вылякан хайлавпа вăл Турцири Стамбул хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери театр фестивальне те хутшăнчĕ, пирĕн Аннемĕре унта та сумласа йышăнчĕç. Вĕçĕмсĕр çул çинче, çын хушшинче пулма хăнăхнă СССР халăх артисчĕ халĕ те инçе çула тухса кайма ÿркенмест: Мускаври гастроле те, инçетри йăхташсем патне тĕлпулăва та, Питĕрти чăваш культурин кунĕсене те çамрăк çынла кайса килчĕ, яланхилле вирлĕн Петĕр Хусанкайăн, ытти поэтсен сăввисене вуларĕ. Кăçал çуркунне вăл Раççейри театр ÿнерне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн „Ылтăн маска“ наци премине тивĕçрĕ.

Пĕлтĕр артист мăшăрĕ, Петĕр Хусанкай Чăваш халăх поэчĕ, çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тума культура ĕçченĕсен ушкăнĕпе Сиктĕрмене те çитрĕ. Тутарстан чăвашĕсем Вера Кузьминичнăна уйрăм юратупа саватпăр теççĕ, ăна „пирĕн кин“ тесе хисеплеççĕ. Хальхи культура министрĕ, ун чухне Тутарстанри чăвашсен обществин ертÿçи, 5 çул каялла çапла калани кăмăла кайнăччĕ.

95 çулне сцена çинчен анмасăр кĕтсе илекен артист тĕнчипе те сахал, паллах. Уçлăх вырнаçма пултаракан чун-чĕрене тăван халăх умĕнчи

яваплăхпа тивĕçе туллин илсе ĕмĕр тăршшĕпе çак çĕклемпе тивĕçлĕн пурăнни ĕнтĕ ку. 1941-мĕш çулта тĕп хулари театр институтне вĕренме кĕрейнĕ ял хĕрачи, выçăлла-тутăлла вĕренсе, вăрçă вăхăтĕнче Смоленск патĕнче окоп чавса, Мускав тăрăхĕнче вăрман касса асап витĕр тухнăскер, паянхи кун ăçтан тупать-ши вăй-хăват?