Республикăри фельдшерпа акушер пункчĕсенчен пĕринче телемедицина консультацийĕ ирттереççĕ

Çыхăну еплерех йĕркеленнĕ, интернет урлă тивĕçлĕ канаш илме пулать-и тата чи малтанах çакнашкал пулăшу кама кирлĕ? Кун пирки — сюжетра.

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Екатерина Янгалакова

Красноармейски районĕнчи Именкассинче фельдшерпа акушер пункчĕ çулла хута кайнă. Уçнă-уçман пысăк хăвăртлăхлă интернет кĕртнĕ унта. Ун чухнех телемедицина сеансĕсем ирттерес шухăш çуралнă. Участокри тухтăр чирлĕ çын хăйне мĕнле туйнине тĕплĕн ăнлантарать. Çыхăнăва тухнă Шупашкарти васкавлă пулăшу больницин кардиологĕ ăна тимлĕ итленĕ хыççăн кирлĕ сĕнÿ парать. Çапла пĕрре çыхăннă чух темиçе пациента пулăшаççĕ.

Телемедицина сеансĕсене кунта юпа уйăхĕнчен пуçласа кулленех ирттереççĕ.

Пĕр уйăхра ку ялта пурăнакан 11 çын кардиологсемпе канашланă. Малашне интернет урлă калаçăва ытти специалиста та явăçтарĕç. Çак меслетпе уйрăмах йывăр ыйтусене консилиумсем ирттерсе татса парĕç. Малашне телемедицинăна республикăри мĕн-пур фельдшерпа акушер пунктне, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен уйрăмĕсене çитересшĕн.