Шалта çил вылякан йывăç пÿрт вырăнне - хăтлă çурт

Çулталăк вĕçлениччен республикăра 5 çĕнĕ клуб хута ямалла. Культура çурчĕсем ĕçлеме пуçлассине Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски районĕсенче пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Патăрьелĕнчи ишлĕшетмĕсемшĕн те кĕçех вĕр çĕнĕ клуб алăкĕсем уçăлĕç. Вăрман варринче тĕпленнĕ çынсемшĕн çакă вăхăта усăллă ирттермелли вырăн çеç мар. Çапла майпа вĕсем ял аталанасса шанаççĕ.

Ирина Николаева, Семен Антонов

Çур пин ытла çын пурăнакан ялта культура вучахĕ «сӳнме» пуçланă. Ишлĕ Шетмĕри клуба шăп 60 çул каялла хута янă. Совет саманинче колхоз туса лартнă йывăç çурт тахçанах юхăннă. Клуб никĕсĕ саланнă, пĕренесем хушшинчен çил вĕрет. Культура çуртне хăтлăх кĕртес тесе батарейсене те улăштарнă. Анчах электричествăпа хутран-ситрен ăшăтакан клуба ял-йыш кăмăлсăр çӳренĕ. Уявсене ытларах библиотекăна е шкула пуçтарăннă. Ялсене аталантармалли республика программине хутшăнни шăпах вырăнлă пулнă.

Клуба хута яма патшалăх 11 миллион та 820 пин тенкĕ пăхса хунă. Çав шутран 600 пин - вырăнти бюджетран, ыттине - республика хыснинчен. Çĕнĕ культура çуртне туни ял пурнăçне çĕнĕ варкăш кӳрессе шанаççĕ ишлĕшетмĕсем.

Район центрĕнчен аякра вырнаçнăран, кунта пурăнакансем ытларах пĕр-пĕрне хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Ишлĕ Шетмĕре «Çеçпĕл» ушкăн чылай çул ĕçлет. Ялти хĕрарăмсем тăрăшнипе кашни уяв хаваслă иртет. Клубра ватти-вĕтти чун йăпатмăш тупма пултарать.

Çĕнĕ клуба ял варринчи пушă вырăнта купаланă. Унта пĕр харăс 90 çын вырнаçма пултарĕ. Проектпа килĕшӳллĕн, çурта газпа ăшăтмалла, пӳлĕмсене шыв кĕртмелле. Культура çуртне библиотека тата вырăнти администраци те куçать.

Юлнă 2 эрнере çурта шалтан тирпейлесе хăтлăх кӳмелле: стенасене сăрламалла, çутăпа ăшă хатĕрĕсене сыпăнтармалла, сĕтел-пукан вырнаçтармалла. Культура вучахне чĕртсе тăратнипе пĕрлех

Ишлĕ Шетмĕ тăрăхĕнче кăçал чылай ĕç тунă. Çĕршыв программине хутшăнса 30 çул каялла хăйăрпа цемент хутăшĕнчен сарнă 5 çухрăм çула юсанă. Çак лаптăка тĕпрен çĕнетме 107 миллион тенкĕ усă курнă. Çавăн пекех 2 çулта çак ял тăрăхне кĕрекен Люляри плотинăна тирпейлемелле.

Çынсем те ял пурнăçне хăтлăх кӳрес ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа Ишлĕ Шетмĕре çутă хунарĕсене йĕркене кĕртнĕ, кӳршĕри Ульяновкăра масар картине улăштарнă.