Республикăра йăпарсене упраса хăварассипе тăрăшаççĕ

Ăна тахçанах çĕршывăн хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. 17 çул каялла вара Чăваш Енпе çывăхри регионсенче те юлашки хут курнă тесе çирĕплетнĕ. Сăмах йăпар е выхухоль пирки пырать. Сайра тĕл пулакан чĕрчуна мĕнле упраса хăвармалли пирки «Присурский» заповедникĕн хăнасене йышăнмалли центрĕнче иртнĕ канашлура сăмах хускатрĕç.

Алексей Енейкин, Лидия Галактионова, Екатерина Янгалакова

Йăпар каюра çемйине кĕрекен сайра чĕрчун шутланать. Дон, Днепр, Атăл тата Урал юханшывĕсен тăрăхĕнче тĕл пулать. 19-мĕш ĕмĕрте ăна паха тирне пула этем чутах тĕп туман. Чăваш Ен «Хĕрлĕ кĕнекинче» те йăпара 2001-мĕш çултах пĕтнĕ тесе çырнă. Анчах та тепĕр 15 çултан вĕсене «Присурский» заповедникре çĕнĕрен асăрханă.

Вырăс географи пĕрлешĕвĕ «Чăваш енри Сăр тăрăхĕ ― йăпарсене упраса хăвармалли регион» ятлă проект пуçарнă. Унпа килĕшӳллĕн уйăрнă грант пулăшнипе ученăйсем заповедникре темиçе уйăх тĕрĕслев ирттернĕ. 26 кӳлĕре çак чĕрчун пурăннине тĕпчесе пĕлнĕ.

Çынран пытанса пурăнакан авалхи чĕрчунсене шутламашкăн волонтерсем пулăшнă. Ятарлă методикăна халĕ ытти студента вĕрентеççĕ. Кунта, паллах, чи пахи ― йăпарсем йышланса пыни. Çак ĕçре уйрăмах патшалăхăн тивĕçĕ пысăк. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çут çанталăка сыхламалли вуншар лаптăк палăртнă. Ырă ĕç чылай çул иртсен тин хăйĕн уссине кăтартнă пулин те, яваплă специалистсем тĕрĕс çулпа утни сисĕнет. Çавра сĕтел тавра пухăннисем çак чĕрчунсене ирĕклĕн аталанма май паракан уйрăмах сыхламалли лаптăк тăвасси пирки калаçрĕç. Вăл Улатăр, Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсенче пулĕ.