«Артек» ача-пăча центрĕнче шкулта вĕренекенсем хушшинче ГТО фестивалĕ вĕçленчĕ

Унта 83 регионтан вырăнти ăмăртусен çĕнтерӳçисем хутшăннă. Йывăр пулнă-и тупăшма? Кун пирки Чăваш Енри шкул ачисем пресс-конференцире каласа кăтартрĕç.

Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Екатерина Янгалакова

Фестивале çĕршыври 600 шкул ачи пухăннă. Республика чысне çак каччăсемпе хĕрсем хӳтĕленĕ. Пĕтĕмпе ушкăнра саккăрăн пулнă.

Ачасем чупас, ишес, сикес, пăшалран тĕл перес тата ытти енпе ăмăртнă. Кашни спортсменăн çитĕнĕвĕсене тӳресем ятарлă таблицăна çырса пынă. Чăваш Енри шкул ачисем мĕн пур ушкăн хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă.
Командăра пысăк çитĕнӳпе палăрнисем те пур. Рената Чайникова 2000 метра чи пĕрремĕш чупса тухса рекорд кăтартнă. ГТО фестивалĕн чемпионĕ Удмурт ушкăнĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăнта - Автономиллĕ Ханты-Манси округĕн, виççĕмĕшĕнче - Новосибирск облаçĕн спортсменĕсем. Чăваш Енри каччăсемпе хĕрсем çакăнпа лăпланса ларасшăн мар. Çитес çул фестивальтен çĕнтерӳпе таврăнма ĕмĕтленеççĕ.