Фитнес хумĕ çинче

Шупашкарти Маунтинбайк центрĕнче çак спорт енĕпе ачасем хушшинче харăсах темиçе пĕлтерĕшлĕ ăмăрту иртрĕ. Унта республикăри  районсенчен кăна мар, тĕрлĕ регионтан та спортсменсем килсе çитрĕç. Фитнес-аэробика ачасене мĕнпе илĕртет тата ашшĕ-амăшĕ кун пирки мĕн шутлать? Сюжетра каласа кăтартăпăр.

Ирина Николаева, Михаил Солин

Степ, аэробика, хип-хоп аэробика тата акробатика рок-н-ролĕ — 2 куна пынă тупăшура çак спорт тĕсне тĕрлĕ енлĕн кăтартса пачĕç. Ăмăртăва уçнă май, Чăваш Енри фитнес-аэробика Федерацийĕн ертӳçи Оксана Вербина унăн пĕлтерĕшне палăртрĕ. Республикăра ăнăçлă ĕçлекен тренерсене дипломсемпе чысларĕ тата федерацин паллине - упа çурине парса хавхалантарчĕ. Фитнес-аэробикăна кăмăллакансем 10-мĕш хут Шупашкара çакнашкал ăмăртăва пуçтарăнчĕç.

Турнира тĕрлĕ тăрăхран 50 ытла ушкăн пуçтарăннă, пĕтĕмпе 800 яхăн çын. Йышĕ çеç мар, спорт уявне хутшăнакансем миçере пулни те тĕлĕнтерет — 3 çулти ачасенчен пуçласа çитĕннисем таранах.

Тӳресем техникăсăр пуçне, ачасем хăйсене мĕнле тытнине те хаклаççĕ. Фитнес-аэробика пирĕн республикăра лайăх аталанса пыракан юхăм. Юлашки вăхăтра йăлана кĕнĕ тĕссем çумне хип-хопа тата рок-н-рола кăмăллакансем хутшăннă. Вĕсене тĕп хулара кăна мар, районти ача сачĕсемпе шкулсенче те хапăлласа йышăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çакă ачисемшĕн усăллине палăрать.

Çак спорт енĕ республикăра аталанса пынине çĕнтерӳсем çирĕплетеççĕ. Иртнĕ уйăхра Голландире пулнă фитнес-аэробикăн тĕнче чемпионатне Чăваш Ен пуçласа хутшăннă. Оксана Вербина тата Денис Куртыгин ертсе паракан 2 ушкăн чи вăйлă 6 команда йышне лекме пултарнă. Çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче республикăри фитнес-аэробика Федерацине йĕркеленĕренпе 20 çул çитет. Çавна май Пăр керменĕнче пысăк уяв ирттерме палăртнă.