17 ноября 2018 05:55   -2°   $65.99 €74.90

09.11.2018 17:48

Тĕп хулара интернет уçлăхĕпе усă курма вĕрентекен шкул уçăлнă

„Пост“, „твит“, „лайк“ тата çавăн йышши сăмахсем пирĕншĕн ют пулин те, вĕсем пурнăçа кĕрсех пыраççĕ. Шупашкарта блогерсене тата журналистсене хатĕрлекен шкул уçăлнă. Унта 35 çула çитмен çамрăкcем пĕлÿ илме пултараççĕ. Мĕн тĕллевпе тата кам ăна йĕркеленĕ? Вероника Павлова каласа кăтартать.

Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова

Ку хăйне евĕрлĕ шкулта çамрăксем тĕрлĕ специалистпа тĕл пулаççĕ: радиопа телевиденире ĕçлекенсемпе, психологсемпе тата блогерсемпе. Александр Яшков, интернетра ăна ытларах «Богатырь 21» ятпа пĕлеççĕ, Канаш районĕнчен. Унăн пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине «Инстаграмра» 100 пин ытла çын йĕрлет. Темиçе çул каялла каччă кĕске видеосем ÿкерме пуçланă. Вĕсенче вăл спорт, сывлăх ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрать. Шартлама сивĕрен те хăрамасть çамрăк – хĕлле тăтăшах вакăра шыва кĕрет.

Хастар çамрăк яш-кĕрĕме блог кăсăклă пултăр тесен мĕн тумаллине вĕрентет. Паян интернет хăвăрт аталанать. Унта ĕçлеме пĕлекен çынсем çитмеççĕ, тет блогерсен шкулне йĕркелекен Оксана Салмина.

Шкула йĕркелеме «Молодая Гвардия» хастарĕсем пулăшнă. Унта çĕр ытла çамрăк хутшăнма кăмăлланă. Анчах та йĕркелÿçĕсем пурне те илмен. Сăмах май, блогер тата журналист ăсталăхне кунта тÿлевсĕрех вĕрентеççĕ. Занятисем çур çул пулаççĕ. Çитес вăхăтра ушкăнпа Мускава экскурсие çитме палăртаççĕ.


проститутки чебоксары