Оперăпа балет театрĕ йăлана кĕнĕ пысăк уява – Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне – хатĕрленет

Вăл Шупашкарта 28-мĕш хут чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçăлĕ. Кăçалхи программа пуян та хăйне евĕрлĕ пулĕ. Йĕркелÿçĕсем вăл мĕнле иртесси çинчен журналистсене каласа кăтартрĕç.

Марина Карягина, Ирина Ромадова, Семен Антонов

Михайлов ячĕллĕ фестивале оперăпа балет театрĕ хальхинче премьерăпа уçĕ. Пуччинин „Баттерфляй мадам“ хайлавне пирĕн артистсен сасă, сăн-сăпат уйрăмлăхĕсене, ытти тÿркилÿсене шута илсе суйласа илнĕ темелле ĕнтĕ. Анчах ăнсăртран ăна шăпах халь лартни нихçанхинчен вырăнлă пулса тухнă: „ку Пуччинин çуралнă кунĕпе пĕр килет тата Раççейре Япони çулталăкĕ, Японире – Раççей çулталăкĕ пырать, апла эпир асра-тĕсре çук çĕртен „трендра“ – терĕ оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертÿçи Сергей Кисс. Оперăна Новосибирскран чĕнсе илнĕ ăстасем лартаççĕ – Александр Лебедев режиссерпа Василий Лукьяненко хореограф. Çĕпĕртен килнĕ маçтăрсем каланă тăрăх, спектакль хăйнеевĕрлĕхĕпе куракана ярса илме тивĕç.

Режиссер коллективпа ĕçлесе питĕ пысăк киленÿ илетĕп, тет. Кунта вăл иккĕмĕш хут-мĕн, вăл пирĕн артистсем вăйлă саслине палăртать – кун пекки провинцире сайра тĕл пулать, тата театрта актер ăсталăхĕ ÿснине курма кăмăллă, тет.

Хореограф та уйрăм хавхаланупа ĕçлени туйăнать. Яппун мистики, авалхи салтаксем, куçа курăнакан ыр-усал сăнарсем, тухăç стилĕпе балет çураçăвĕ урлă Чион шалти тĕнчине уçса кăтартма тупнă ăнăçлă меслетсем спектакле техĕмлĕх кÿни çинчен вăл халех систерсе каларĕ. Çак илĕртÿллĕ оперăсăр пуçне, Михайлов ячĕллĕ фестиваль инçетрен йыхравланă чаплă хăнасемпе те уйрăлса тăрĕ. Италирен харăсах 3 дирижер çитмелле.

Кунсăр пуçне, фестиваль программинче, паллах, концертсем те пулĕç: Йăлана кĕнĕ гала, бассен концерчĕ. Тата театр республикăри районсене те тухма палăртнă: раштавăн 6-мĕшĕнче Етĕрнене, 7-мĕшĕнче – Вăрнара.

Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче пуçланса раштавăн 2-мĕшĕччен пырĕ. Вăл Раççейре иртекен чи лайăх тĕнче шайĕнчи фестивальсен йышне кĕрет. Эппин, унăн чапне сÿнтерме юрамастех.