Урамра сивĕтмесĕр вĕри шыв пулмасть

Раççей правительствин йышăнăвĕпе нумай хваттерлĕ çуртсенче çулталăкĕпех вĕри шыв пулмалла. Пĕр уйăхра ăна 8 сехетлĕхе çеç чарма юрать. Анчах та Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакансен çулталăкне 6 уйăх крансенчен сивĕ шыв кăна юхать. Çапла пулма пултарать-и? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Çакнашкал йывăрлăха хулари чылай çемье куллен тÿсет. Урамри сывлăш температури 10 градус сивĕ пулмасăр, крансенчен вĕри шыв юхмасть, иккен. Çакăн пек лару-тăру пĕрремĕш çул мар. Çынсен нушипе район прокуратури те кăсăкланнă.

Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, хулари вĕри шыв тытăмĕ ăшă пăрăхĕсемпе тÿрремĕн çыхăннă. Сăмахран, урамра халĕ 3 градус пулнăран, котельнăйра 50 градуса çити хутаççĕ. Хваттерсене çитиччен çак шыв лĕп кăна пулать. Ку вăл санитари нормине пăсни шутланать. Çавăнпа та яваплăх тыттарасран, хулари хăш-пĕр бойлерсене çутман та.

Çапала вара халĕ хваттерсенче вĕри шыв пултăр тесен, котельнăйсене хĕрÿрех çунтармалла. Ку тепĕр йывăрлăх кăларса тăратать - пÿлĕмсенче питĕ пăчă пулать. Çынсен ирĕксĕрех ăшша чÿречесене уçса кăларса яма тивет. Муниципалитет ертÿçисем çак кăткăс ыйтăва çитес çул татса пама шантараççĕ.