Шупашкарта çуртсен картишĕсене илемсĕрлетсе ларакан гаражсене пăсаççĕ

Çак ĕçе икĕ çул каялла хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хушнипе тума пуçланă. Хуçасăр объектсене хирĕç мĕнле кĕрешеççĕ? Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Иван Яковлев проспектĕнчи 16-мĕш çурт çумĕнчи гаражсене иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче лартнă. Хула çак лаптăка çынсене вăхăтлăх усă курма панă. Анчах та ырлăха хăнăхнăскерсем çĕре каялла тавăрма васкамаççĕ. Халĕ çак тĕрĕсмарлăха хирĕç вырăнти пуçлăхсем саккунлă майпа кĕрешеççĕ.

Кăкшăм урамĕ çумĕнчи гараж хуçалăхĕнче те чылай çул усă курман объектсене тупса палăртнă. Нумайăшĕн çине тахçанах ятарлă пĕлтерӳсем çыпăçтарнă. Хуçисем тупăнман гаражсен алăкĕсене йĕрке хуралçисен умĕнче касса уçаççĕ. Унта мĕн пуррине çирĕплетсе ятарлă хут çырнă хыççăн алăка хупса пломба çакса хăвараççĕ. Тепĕр 2-3 эрнерен те гараж хуçи тупăнмасан документа сута ярса параççĕ. Ун хыççăн палăртнă объект хулан харпăрлăхне куçать.

Гараж хуçалăхĕн дирекцийĕ хулари коммуналлă пурлăх управленийĕпе тата вырăнти администрацисемпе тачă çыхăну тытать. Юхăнса ларакан объектсен хуçисене пĕлсе çĕрпе тухăçлă усă курма тытăнмалла, теççĕ.

Пĕтĕмпе кăçал хулара 200 ытла гараж вырăнне тасатнă. Паллах, вĕсен хуçисем çак ĕçпе кăмăлсăр. Çавах та, йĕркене пăхăнмах тивет. Гараж харпăрлăхне çирĕплетнĕ çынсене хулари урăх вырăнта çĕр лаптăкĕ уйăраççĕ. Уншăн саккун ыйтнă пек çулсерен налук тӳлемелле пулĕ. Сусăрсемпе вăрçă ветеранĕсене вара машин лартмалли вырăнсене çурт картишĕнчех хăварма ирĕк параççĕ.