Республикăра «Безналичная Чувашия» проект пурнăçланать

Унăн тĕп тĕллевĕ — халăха суту-илÿре тата ытти тытăмра чĕр укçасăр усă куртарасси. Республикăра пурăнакансем куллен карттăпа е укçан тÿлеççĕ? Ку ыйтупа Елена Дмитриева корреспондент кăсăкланчĕ.

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Хут укçа вырăнне — пластик картта. Чăваш Енре халĕ кашни лавккара тенĕ пекех терминалсем вырнаçтарнă. Шупашкарти пĕр паллă кафере те ку хатĕрпе çулталăк каялла ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕлĕхе сутуçăсем те, кунта килекенсем те ырласа йышăннă.

Обществăлла транспортпа çӳрекенсем валли вара ятарлă электронлă енчĕксем пур. Унпа усă куракансем билетшăн йӳнĕрех тӳлеççĕ. Водителĕн те укçа-тенкĕ шутламалла мар, вăл çул çинче тимлĕрех пырать.

Карттăпа усă куракансем тупăш илме, вăхăта перекетлеме пултараççĕ пулин те, аслă ăрури çынсене çакăнпа илĕртеймĕн. Вĕсенчен ытларахăшĕ енчĕкри укçапа меллĕрех теççĕ.

«Безналичная Чувашия» проект ĕçлеме пуçланăранпа Чăваш Енри кăтартусем самай лайăхланнă. Çитес вăхăтра чĕр укçапа усă куракансен шутне тата чакарма палăртнă. Çакă Чăваш Ен экономикине аталантарма пулăшать, коррупцие чакарать тата çынсен финанс пĕлĕвне ӳстерет.