15 ноября 2018 06:40   -9°   $68.00 €76.76

08.11.2018 18:00

Шупашкарта республикăри студентсен ĕç отрячĕсен фестивалĕ иртрĕ

Унта çуллахи практика тапхăрне пĕтĕмлетрĕç. Мала тухассишĕн 16 ушкăн тупăшрĕ. „Чи лайăххи“ ята тивĕçнисемпе Надежда Александрова корреспондент паллаштарать.
 
Надежда Александрова, Семен Антонов     
 
Студентсен ĕç отрячĕ - хăйсен ирĕкĕпе пуçтарăннă çамрăксен пĕрлешĕвĕ. Кашни çулах çĕршер хĕрпе каччă вĕренĕвĕн практика пайне тăван республикăра аякра ирттерет. Пирĕн ентешсем кăçал Крымра, Краснодарта, Якутире, çавăн пекех Питĕрте, Махачкалара тата ытти вырăнта пулнă. Пĕрисем лагерьсенче ачасемпе ĕçленĕ, теприсем стройкăра, виççĕмĕшсем поездсенче проводникра тăрăшнă. Уявра чи хастаррисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Студентсен отрячĕсене аталантарма пулăшакансен йышĕнче Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров. Вăл ятарлă медале тивĕçрĕ. Тĕрлĕ ĕç тăвакан çамрăксене хастар пулни пĕрлештерет. Дмитрий Дмитриев «ЧуГУнОк» отрядра 4-мĕш çул. Вăл ачасемпе ĕçлеме кăмăллать.

Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студенчĕ Аня Васильева та мĕн пĕчĕкрен вожатăй пулма ĕмĕтленнĕ.

Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 6-мĕш курсра ăс пухакан Аня Арзамасова çуллахи вăхăта усăллă ирттерме хăнăхнă ĕнтĕ. Вăл - проводникре тăрăшать. Кăçал 2 уйăхра 80 пин ĕçлесе илнине пытармасть хĕр.

Фестивальте визиткăсен конкурсĕ, ăс-хакăл турĕ тата видеоматериалсен тупашăвĕ пулчĕ. Нумайăшĕ шавлă та кăмăла çĕклекен юрă-ташăпа тӳресене тĕлĕнтерчĕ. Пĕтĕмлетÿ тăрăх „Чи лайăххи“ ята «ЧуГУнОк» отряд тивĕçрĕ. Вожатăйсем куракансемпе пĕрлех малашнехи ĕçре ачасен чĕрисене те тыткăнласса шанма пулать.


проститутки чебоксары