Ĕмĕрхи хаклăхсем ăна пăлхантарма пăрахмаççĕ

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей халăх художникĕн, икĕ хут Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕн Ревель Федоров ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Унта живописец, график тата монументалист çĕнĕ ĕмĕрте сăрăпа çырнă 100 ытла хайлавне тăратнă.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова                  

Чăваш халăхĕн хисеплĕ ывăлĕн, çĕршыври паллă художникăн юлашки вăхăтра çырнă хайлавĕсемпе паллашма Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ĕçтешĕсем, сумлă хăнасем килнĕ. Килес çул 90 çулне паллă тума хатĕрленекен ÿнерçĕ нумай ĕçлени, çĕнĕлле уçăлса пыни тĕлĕнтерет. Малтанхи тапхăрсенче эпир ăна хăйне евĕрлĕ график пек, символ, метафора, ытарлăх мелĕпе, портретпа пейзаж жанрĕсене пĕрлештерсе ÿкернĕ сăнарĕсем урлă пĕлеттĕмĕр. Юлашки çулсенче унăн ĕçĕсем пĕр вăхăтрах тарăн шухăшлă та пуян туйăмлă, вĕсенче çут çанталăкри мĕнпур тĕс хыпса илсе вăй вылять. Уйрăмах Раççей культуринчи паллă çынсен сăнарĕсем, историпе çыхăннă сюжетсем кăсăклă.

„Патшалăх историне уйрăм çынсем тăваççĕ“ – терĕ культура министрĕ Константин Яковлев Ревель Федоровăн хамăрăн ÿнерти тата Раççей искусствинчи тÿпине пысăка хурса. Саламлакансем çавăн пекех вăл тăван çĕршыва уйрăм юратупа юратнине палăртса каларĕç. Ку вара – пĕчĕкрен хывăнакан туйăм. Ача чухнехи çинчен калаçса кайсан, Вăрмар районĕнчи ялта çуралса ÿснĕ Ревель Федорович вăрçă вăхăтĕнче фронтран аманса таврăннă пирвайхи вĕрентекенне аса илчĕ.

Ревель Федоров 1964 çултан пуçласа 2009-мĕш çулччен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче пулас художниксене вĕрентнĕ, искусство теорийĕпе историйĕн тата живопись кафедрисене ертсе пынă. Юрий Ювенальев художник, ун чухне шăпах ялтан ÿнер ăсталăхне вĕренме килнĕ каччă, унпа шăпах институтра паллашнă.

Хăйĕн йăхĕнчи ватăсене тата Никита Сверчков художника пурнăçри тата ÿнерти чи малтанхи вĕрентекенĕсем тесе шутлакан Ревель Федоров этемшĕн пĕлÿ тĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр иккенне пĕлсе, ÿсĕм çулĕпе малалла та малалла ăнтăлакан çынсенчен пĕри. Тусĕсем ăна хăйне те нихçан уçса пĕтерейми уçлăхпа танлаштарчĕç. Ун пек художник хыççăн нумай çамрăк утма тивĕç, утать те. Анчах çĕршер вĕренекенĕ хушшинче уншăн чи лайăххи пур.

Александр ашшĕпе тан Раççейри аслă куравсене, пленэрсене хутшăнать. „6 çул аттепе пĕр мастерскойра ĕçлесе пурăнтăмăр, ун пек телей пурин те пулмасть, - тет республикăн тава тивĕçлĕ художникĕ. – Тен, манăн пултарулăх та унăн ăсталăхне витĕм кÿме пултарчĕ“. Сăмах май, „Большая Волга“ паллă курава, вырăнти пленэр юхăмне йĕркелесе яракан та – Ревель Федоров. Чăваш художникĕсен союзĕн Хисеплĕ председателĕ ертсе пырас ĕçе пăрахнă пулин те, ыттисемшĕн шырав ĕçĕнче – чăн-чăн тĕслĕх: халăх шăпи, этемлĕхĕн ĕмĕрхи хаклăхĕсем, авалхи мифологипе Чĕрĕлÿ тапхăрĕ ăна пăлхантарма пăрахмаççĕ.