Вăтам профессиллĕ çамрăксене диплом илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçма çăмăлрах

Шкул ачисене пулас профессие суйласа илме пулăшас тĕллевпе Шупашкарта 4-мĕш çул ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Профессиональная среда» тата «Университетские субботы» проектсем 7-11-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисем ирттерекен мастер-классенче хĕрсемпе каччăсем хăйсен малашнехи çул-йĕрне палăртаççĕ. Хальхинче ачасем Транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче пулса курчĕç.
 
Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче техникумсем ирттерекен ăсталăх урокĕсенче 5 пин çурă шкул ачи пулнă. Вĕсене слесарь-сантехник, маляр, штукатур, кондитер, автомеханик тата ытти ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.
4 çул каялла,  проектсем ĕçлеме пуçличчен, 9-мĕш класс хыççăн вăтам професси учрежденисене вĕренме кĕрекенсен йышĕ 40 процентпа танлашнă пулсан, халĕ - 50 процент. Транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче паян 1500 çамрăк пĕлÿ илет. Çулсерен 500 ытла хĕрпе каччă килет кунта. Аслă шкулсемпе килĕштерсе ĕçленĕрен малашне ăçта вĕренме каясси пирки те пăшăрханас çук.

«Хальхи саманара арçын, хĕрарăм профессине уйăрасси çук», - теççĕ техникумри преподавательсем. Çавăнпа каччăсемпе танах хĕрсем те вĕренеççĕ кунта. Вĕсем хушшинче крановщик, автомеханик ĕçне алла илекеннисем те пур. Çулран-çул ăсталăха туптамалли лайăх майсем туса параççĕ çамрăксене.

Сварщиксем, малярсем, çул-йĕр тăвакансем, кран операторĕсем. «Пирĕн патран диплом илсе тухакансем ĕçсĕр лармаççĕ», - палăртаççĕ вĕренÿ учрежденийĕнче.