Тĕп хулари медицина ĕçченĕсем ирхи 6 сехетрех зарядкăна пуçтарăнчĕç

Уçă сывлăшра 30 минут та пулин хăнăхтарусем туни сывлăха самай çирĕплетет, тĕрлĕ чиртен сыхлать, теççĕ тухтăрсем. Усăллă сĕнÿсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тимлерĕ.
 
Елена Дмитриева, Вероника  Павлова, Михаил Солин  

Акци ăçта пуласси пирки çынсене малтанах пĕлтернĕ. Çавăнпа та тухтăрсемпе пĕрле зарядкăна çывăхра пурăнакансемпе волонтер-медиксем те хутшăнчĕç. Малтанах пухăннисем Мускав çыранлăхне çити утса кайса килчĕç. Унтан тренер  зарядка ирттерчĕ.

Сывă пурнăç йĕркине юратакансем пурте пĕрле  хаваспах йывăр мар хусканусем турĕç. Ирхи зарядка  кун каçиччен тăрăшма вăй-хăват парать.

Мускав çыранлăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне  Михаил Игнатьева та тăтăшах курма пулать. Вăл унта велосипедпа ярăнать. Унран влаç тытăмĕнче, тĕрлĕ учрежденире ĕçлекенсем, ырă тĕслĕх илеççĕ. Çавăн пекех республикăра скандинави уттине кăмăллакансем нумайланса пыраççĕ. Халĕ йĕлтĕр патаккисемпе туяласа пыракансене  курсан никам та тĕлĕнмест.

Çак акцин тĕллевĕ - çынсене спорта  явăçтарасси. Кашниех хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă. Физкультурăпа пурин те туслă пулмалла вара эмел те сахалрах кирлĕ пулать, палăртрĕç тухтăрсем.