Ĕçе вырнаçма пулăшакан вăрттăнлăхсене вĕрентеççĕ

Çĕршыври тивĕçлĕ канăва кăларассипе çыхăннă реформа пирĕн пурнăçа çĕнĕ ăнлав кĕртĕ: пенси умĕнхи ÿсĕм. Тивĕçлĕ канăва тухиччен шутлă çулсем юлсан ĕç вырăнĕ тупма уйрăмах йывăррине шута илсе, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ятарлă психологи тренингĕсем йĕркелесе ирттерет.

Марина Карягина, Анна Давыдова, Вадим Владимиров

Тренинга килнисем роль вăййисем выляса шалти чăрмавсене çĕнтерме хăнăхаççĕ. Тренерпа пĕрле кашнин уйрăмлăхне шута илсе палăртаççĕ. „Уçăлнă майсем“ ятлă тренинг тивĕçлĕ канăва тухма нумай та юлманнисемшĕн питĕ усăллă иккен. Çулланнăçемĕн вĕренме, çĕнĕ пĕлĕве ăша илсе асра хăварма кăткăсланса пырать. „Тренинг вăхăтĕнче пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрăва пĕрле сÿтсе явни çак йывăрлăха ансатлатма пулăшать“, - тет „Аспект“ вĕрентÿпе меслетлĕх центрĕн психологĕ Нина Григорьева. Калаçнă май кашнин вăйлă енне тупса палăртаççĕ, çынсене хăйсен пултарулăхне шанма, ĕçпе тивĕçтерекенпе мĕнле тĕрĕс калаçмаллин, ăнăçлă резюме епле хатĕрлемеллин вăрттăнлăхĕсене вĕрентеççĕ.

Профконсультант ĕçсĕр юлнă кашни çынна хăйне юрăхлă тренинга тупма пулăшать. Пенсие тухас умĕнхи ÿсĕмрисене ытларах хăйсен вăйне, ыранхи куна шанманни кансĕрлет, ĕçсĕр-тупăшсăр юлма пултарасси сехĕрлентерет-мĕн. Татьяна АлександрОва, сăмахран, чăлхапа трикотаж фабрикинче 35 çул тăрăшнă, предприяти хупăннăранпа урăх ĕç тупаймасран хăраса пурăнни ăна çак тренинга илсе çитернĕ. Ун пеккисемшĕн психологпа тĕлпулса чуна уçса калаçма май тупăнни хăех çăмăллăх. Татьяна Ивановна та кунта ĕç тупас шанăç, хăпартлануллă кăмăл тупнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта кун йышши тĕлпулусем эрнесерен иртеççĕ. Пенсие тухма 5 çул юлнисем валли кăна та мар. Кунта шута илнĕ кашни çын психологпа калаçса хăйĕншĕн усăллă пулма кирлĕ тренинга çÿреме пултарать. Аслă ÿсĕмрисен ĕçре пухнă опычĕпе профессири пĕлĕвĕн сая каймалла марах.