Красноармейскинче cĕтелçи теннисĕ енĕпе шкул командисен ăмăртăвĕ иртрĕ

Унта мала тухассишĕн 12 ушкăн тупăшрĕ. Камсем çĕнтернине Надежда Александрова корреспондент пĕлет.
 
Надежда Александрова, Анжелика Артемьева, Юрий Васильев  

Красноармейски районĕн сĕтелçи теннис федерацийĕн президенчĕн Виктор Николаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт турнирĕ ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Ăна çичĕ çул ĕнтĕ çулталăкне икĕ хут йĕркелеççĕ. Çак вăхăтра ăмăртусене пин ытла çын хутшăннă. Виктор Николаев сĕтел çи теннисне районта аталантарас тесе питĕ нумай тăрăшать.

Трак шкулĕнчи ачасем ку турнира тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Хальхинче те вĕсем шанăçа тӳрре кăларчĕç - пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Кĕмĕл медале алманчсем çĕнсе илчĕç. Мăншетьмĕсем - виççĕмĕш. Мала тухнисене хаклă парнесем тата преми парса хавхалантарчĕç. Çĕнтерÿçĕ-ушкăн вара район чысне республикăри ăмăртура хӳтĕлĕ.