Ĕлĕкхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратни çĕнтерме пулăшнă

Мускавра ÿнерпе культура енĕпе вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксем хушшинче ирттернĕ пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Чи лайăххисен шутĕнче пирĕн республикăри тăватă хĕр.
 
Вероника Павлова, Виктор Степанов

Арина Давыдова культура училищине кăçал кăна пĕтернĕ. Унта вăл тăватă çул халăх ушкăнĕн ертÿçин ăсталăхне алла илнĕ. Юратса вĕреннине калать çамрăк. Преподавательсем те пултаруллă хĕре ырăпа аса илеççĕ. Çĕршыв шайĕнчи конкурса хутшăнма ăна фольклорпа этнографи театрĕн режиссурине вĕрентекен Дарья Степанова сĕннĕ.

Аринан диплом ĕçне Мускаври тÿресем пысăк хак панă. Хĕр ĕлĕкхи утă çийĕн йăли-йĕркине сăнланă. Вăл вăхăтри юрра-ташша, тум-тире тата тĕрлĕ вăййа кăтартнă.  

Сценарий çырма йывăр пулмарĕ, тет Арина. Чи кăсăкли авалхи ĕç хатĕрĕсене шыраса тупасси пулнă. Йывăç кĕреплепе утă тавăракана халĕ сайра. Сăнарсене калăплама пĕрле вĕреннисем пулăшнă.

Арина «Халăх пултарулăхĕ» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене Мускаври Чайковский ячĕллĕ музыка училищинче савăнăçлă лару-тăрура чысланă.

Чи кăсăкли, Арина хăйĕн пуласлăхне сценăпа çыхăнтарма палăртмасть. Халĕ хĕр Екатеринбургра гуманитари институтĕнче аслă пĕлÿ илет. Вăл журналист пулма ĕмĕтленет.