Ырă ĕçе пурте хутшăннă

Етĕрне районĕнчи Иваньково ялĕнче пысăках мар йывăç чиркӳ хута кайрĕ. Ăна Шупашкарпа Чăваш Ен митрополичĕ Варнава тата ытти сумлă хăнасем уçрĕç. Тĕплĕнрех Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Иваньково Чăваш Ен Мари республикипе тата Чулхула облаçĕпе чикĕленнĕ тĕлтен инçех мар Căр юханшывĕ хĕрринче  вырнаçнă. Йĕри-тавра илемлĕ çут çанталăк куçа тыткăнлать. Çавах та ялти 130 хуçалăхра халĕ ялан пурăнакансен йышĕ 80 çын çеç. Тепĕр çавăн чухлĕ хуларан килсе çӳрет. Кунта халиччен нихăçан та чиркӳ пулман. Турра чĕрере тытакан халăх пархатарлă ĕçе 4 çул каялла пуçăннă. Çурт кăшкарне 2015-мĕш çултах туса пĕтернĕ. Ун чухнех хĕресĕсене лартнă. Халĕ вара чиркÿ алăкĕ пуриншĕн те уçă.

Чиркĕве нимелле тунă. Вăл шутра Чăваш республикин пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров мăшăрĕпе нумай пулăшнă. Ялта пурăнакансем хăйсене çапла тимлĕх уйăрнăшăн кăмăлтан хĕпĕртеççĕ.

Çак парне кӳршĕллĕ Никитин ялĕпе Долинара пурăнакансемшĕн те пысăк савăнăç. Вĕсенче пурĕ те 65 çын кăна юлнă. Ватăсем çывăхри чиркĕве çӳреме çăмăлрах пулнине калаççĕ.

Михаил Архангел ячĕпе хисеплесе уçнă чиркӳри пĕрремĕш литургие Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава турĕ.

Таса кĕлле Шупашкар хулипе районсенчи пачăшкăсем хутшăнчĕç. Çĕнĕ чиркӳ тавра тур шывĕ сапса хĕрессемпе, турăшсемпе утса çаврăнчĕç. Халăха уявпа саламларĕç. Ырă ĕçе хутшăннисене епархи парнисемпе чысласа тав турĕç.