Тухăçа пуçтарса кĕртнĕ – кĕрекере савăнма та юрать

Шупашкарта ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансен уявĕ иртрĕ. Ĕçченсене кам саламларĕ тата  хăш  районсем дипломсене тивĕçрĕç? Тĕплĕнрех – сюжетра.

Екатерина Фомина, Валентина Алексеева, Семён Антонов

Çулталăкра пĕрре пухăнакан уяв кĕреки кăçал нихçанхинчен те пысăк пулчĕ. Вăл Пăр керменĕнче иртрĕ.  Йăлана кĕнĕ йĕркепе республикăри апат-çимĕç тирпейлекен предприятисем хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем мĕнле юр-вар хатĕрленине кашни тутанса пăхма пултарчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕсем те курава пахаларĕç. Лайăх, тухăçлă ĕçлекенсем вара дипломсемпе премисене тивĕçрĕç. Районсене ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене кура виçĕ ушкăнра чысларĕç. Пĕрремĕш вырăнсене Вăрнар, Патăрьел тата Тăвай районĕсем йышăнчĕç.

Фермер хуçалăхĕсене те палăртрĕç уявра. Тăвай районĕнчи Валерий Грачев выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче çитĕнÿсем тунăшăн диплома тивĕçрĕ. Сăвăмсем кунта республикăри вăтам кăтартуран чылай пысăкрах.

Кăçалхи тăхăр уйăхри пĕтĕмĕшле кăтартусем япăхах мар. Вĕсемпе пухăннисене  ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси ÿснĕ. Çанталăк пур чухне те çĕр ĕçченĕ майлă пулмарĕ пулин те, тыр-пул, çĕр улми, хăмла тухăçĕ япăхах мар. Республикăри агропромышленноç предприятийĕсем туса илекен продукцие халĕ 26 урăх çĕршыва ăсатаççĕ. „Вĕсен йышне ÿстерме сирĕн вăй-хал та, майсем те çителĕклĕ“, -  терĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Уявпа ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра  ĕçлекенсене Раççей халăх артисчĕ Надежда Бабкина та саламларĕ.