Шупашкарта республикăра мала тухассишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăмăрту иртрĕ

Чăваш Ен спорт министерствин Олимп резервĕсене хатĕрлекен пиллĕкмĕш шкулĕнчи ятарлă залра чăннипех те вĕри тупăшу пулчĕ.

Марина Карягина, Вячеслав Ильин

Ăмăртăва республикăри 11 район команди килсе çитрĕ. Çавăнпа та 20 парне пуххишĕн тупăшасси хĕрÿ иртесси тÿрех паллă пулчĕ. Çитменнине хăшпĕр категорисенче хальччен те хăйсене кăтартнă вăйлă кĕрешÿçĕсем пур. 43 кило таран таякан хĕрсем йышĕнче финалта ылтăншăн тупăшнă чухне Канаш хулине хÿтĕлекен Ольга Рехметуллова, юниорсем хушшинче Европа шайĕнче мала тухнăскер (вăл хĕрлĕ трикопа) тата Елчĕкрен килнĕ, кадетсем хушшинче Европа ăмăртăвĕнче кĕмĕле тивĕçнĕ Анастасия Лапшина (кăвак трикопа) тĕл пулчĕç. Вĕсем иккĕшĕ республика турнирĕсенче пĕрре мар вăй виçсе курнă, çавăнпа та халĕ хăшĕ çĕнтересси пурне те кăсăклантарчĕ. Кĕрешÿ хастар пуçланчĕ, анчах пĕрремĕш тапхăртах, вĕçлениччен 3 çеккунт юлсан Елчĕк спортсменĕ вăйлăрах пулни палăрчĕ.

Кĕрешÿ кĕтмен çĕртен хăвăрт вĕçленнин сăлтавĕ Ольга Рехметуллова урине ыраттарнипе çыхăннă-мĕн. Тухтăрсем спортсмена çийĕнчех пулăшу пачĕç, суран хăрушă маррине палăртрĕç.  Çапах та Канаш хулинчен килнĕ хĕрсем ылтăнсăр каймарĕç. 40 кило таран таякансем хушшинче Ангелина Тимофеева мала тухрĕ. Каччăсен финалĕ те вĕри иртрĕ. 60 кило таран таякансен йышĕнче Вăрнарти пĕр спорт шкулĕнченех килнĕ икĕ спортсменăн тупăшмалла пулса тухрĕ: Семен Семеновпа Дмитрий Львовăн. Иккĕшĕ те хăйĕн вĕренекенĕ пулнăран, вĕсене хатĕрлекен Юрий Львов уйрăмах пăлханчĕ. 3 минут ытларах пынă кĕрешÿре Дмитрий вăйлăрах пулнине ĕнентерчĕ.

Сăмах май, ку Вăрнарсемшĕн пĕртен-пĕр пысăк çĕнтерÿ пулмарĕ. 51 кило таран таякансен йышĕнче Денис Федоров команда пухмачне тепĕр ылтăн илсе пуянлатрĕ.