„Паха тĕрĕ“ 95 çулне сумлă историпе тата çĕнĕ тĕллевсемпе кĕтсе илет

20-мĕш ĕмĕртех хăйĕн ăстисемпе тĕнчипе палăрнă „Паха тĕрĕ“ фабрика раштав уйăхĕнче 95 çулне паллă тума хатĕрленет. Кăçал вăл Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем патне çитсе хăйĕн ĕçĕсен куравне уçнă. Паянхи кун „Паха тĕрĕ“ хатĕрлекен эрешлĕ çи-пуçпа ватти-вĕтти кăсăкланни куçкĕрет.

Марина Карягина, Наталия Егорова, Владимир Синдеев, Игорь Ульянов

Халăх инструменчĕсен „Эревет“ ансамбльне çÿрекен ачасене тăван культура интереслентерни паллах: вĕсем юрă-кĕвĕ ÿнерне тĕплĕн тĕпчеççĕ, ташăри хусканусен чĕлхи, чăваш тумĕ çинчи çĕвĕ-эреш çырулăхĕ çинчен каласа пама пултараççĕ, тĕрĕçĕсене сăнран паллаççĕ теме те пулать – сцена тумтирне „Паха тĕрĕ“ хатĕрлесе панине кашни пĕлет.

Республика тулашне тăтăш тухса çÿрекен „Эревет“ кăçал Мускав, Новосибирск кураканĕсене чăваш халăхĕн юрри-ташшипе савăнтарнă. Тĕрлĕ çĕршывран пуçтарăннă 300 купăсçă хушшинче пирĕнни пек тум никамăн та çукчĕ, тет ансамбль ертÿçи Сергей Федотов „Паха тĕрĕ“ ĕçченĕсене чунтан тав туса.

Авалхи асамлă çырулăха упракан тĕрĕллĕ тума эстрада юрăçисем те юратаççĕ – сцена çине пурин те капăр та пуян çи-пуçпа тухас килет. Чи ăста тĕрĕçĕсем ăçта ĕçленине вĕсем аван пĕлеççĕ.

„Паха тĕрĕ“ ăстисем яланах шыравра: вĕсем мĕн пуррине упраса хăварассишĕн кăна мар, авалхи çыруллă эрешпе хальхи çамрăксем куллен  тăхăнса çÿрекен тум-юма та капăрлатасшăн. Иртнĕ çулла фирма „Этноподиум на Байкале“ фестивальте пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Предприяти халăхăн çак хăйнеевĕр пуянлăхне ăруран ăрăва хăварассишĕн те тимлесе ĕçлет. Наукăпа методика архивĕнчи фотодокументсем, эскизсем, 2009-мĕш çулта уçăлнă музейри тĕслĕхсем, Наци тата Ÿнер музейĕсен пуххисенчи маçтăрсен ĕçĕсем тĕрлĕ куравсемпе фестивальсенче халăхăмăрăн нимпе танлаштарайми мулĕ çинчен каласа параççĕ. Пурăнакан ветерансемпе те курнăçсах тăраççĕ. Аслă ăрури ăстасем – малалла ĕçлеме хавхалантарса пил паракансем.

Куракансене пĕлме çакна та каласа хăварар: „Паха тĕрĕ“ художникĕсен автор ĕçĕсем Тĕнчери халăхсен Питĕрти Патшалăх этнографи музейĕнче, Патшалăх вырăс музейĕнче, Раççей Патшалăхĕн хальхи истори музейĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ.