Хастар, пуçаруллă, пурнăçа лайăхрах тăвас тесе тăрăшаççĕ

Шупашкарта республикăри коммерциллĕ мар организацисен форумĕ иртрĕ. Ун ĕçне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Екатерина Фомина

Халăх пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем виççĕмĕш форума Пăр керменне пухăнчĕç. Çакнашкал пысăк йышпа вĕсем икĕ çул каялла тĕл пулнă. Ун чухнехи сĕнÿсене республикăн аталану программине кĕртнĕ. Хальхинче сÿтсе явнă ыйтусем те пĕлтерешлĕ: ыр кăмăллăх, социаллă пулăшу, вырăнти пĕрлешÿсен аталанăвĕ тата ытти те. Форума йĕркелекенĕ Чăваш Республикин Обществăлла палати.

Коммерциллĕ мар организацисен ĕçне Президент гранчĕн фончĕ пысăк тÿпе хывать. Ун пулăшăвне тивĕçнисемпе Республика Пуçлăхĕ „çавра сĕтел“ хушшинче тĕл пулчĕ. Кăçал конкурса пирĕн республикăран 134 проект тăратнă. Пĕрремĕш тапхăрта вунă ĕç валли пĕтĕмĕшле 9 миллион çурă тенкĕ уйăрнă. Иккĕмĕш тапхăрта Чăваш Ен хастарĕсем хатĕрленĕ 72 проект хутшăнать. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем çак эрнере паллă пулĕç.

Сăмах май, Президент грантне илекенсен йышĕ çулран çул ÿссе пырать. Çакă документсене тĕрĕс хатĕрлеме вĕренсе çитнипе те çыхăннă. Коммерциллĕ мар организацисен пуçарăвĕсем ырă та пархатарлă.

„Радуга“ культурăпа курав центрĕ, сăмахран, республикăн паллă çыннисемпе паллаштаракан „Лица Чувашии“ проект ĕçе кĕртнĕ. Курав стенчĕсене кашни муниципалитетри пĕр шкула парнеленĕ. Вĕренекенсем вара мухтавлă ентешĕсем пирки тĕпчев ĕçĕсем те çырнă.

Гранта Чăваш наци конгресĕ те тивĕçнĕ. Ун проектне ытти регионти чăваш автономисем хапăлласа йышăннă.

«Веда» шырав отрячĕн ертÿçи Павел ПрОсуков музей йĕркелеме вырăн уйăрма ыйтрĕ. Унта шырав экспедицийĕсенче тупнă япаласене вырнаçтарĕç. Раççей ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов вара ача-пăча валли волейбол шкулĕ уçма сĕнчĕ. Михаил Игнатьев форумра пĕлтернĕ шухăшсене шута илме, вĕсене министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем патне çитерме шантарчĕ.