Ялсене çыхăнтаракан пĕртен-пĕр каçă яланах юсавлă пулмалла

Елчĕк районĕнче Аслă Шăхаль кĕперне çĕнетеççĕ. План тăрăх кăçал юсама шутламан объектра мĕншĕн ĕç вĕрет? Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Çĕнĕ Пăвана Аслă Шăхаль тата Турхан ялĕсемпе пĕрлештерекен кĕпере 1957 çулта вырăнти колхоз вăйĕпе хута янă. Унтанпа ăна темиçе хут та юсанă, çĕнĕрен тунă. Иртнĕ çулсенче вăл каллех йĕркерен тухнă. Йывăр тиевлĕ машинăсемпе кунтан асăрханса каçса çӳренĕ. Кивĕ кĕпере çывăх çулсенче юсама палăртнă пулнă. Анчах та кăçалах ĕçе пикенме тивнĕ.

Кĕçĕн Пăла юханшывĕ урлă каçмалли 48 метр тăршшĕ кĕпере юсамашкăн 2 миллион та 800 пин тенкĕ уйăрнă. Ытларах пайне район хыснинчен панă. Строительсем ĕçсене палăртнинчен маларах вĕçлетпĕр, теççĕ.

Турханпа Аслă Шăхальте халĕ 500-е яхăн çын пурăнать. Елчĕке е ытти яла каяс пулсан пурте çак кĕпер урлă çӳреççĕ: çуран та, машинпа та.

Çĕнетнĕ кĕпер çирĕп пулмалла. Пĕтĕмпех тимĕр çинче тытăнса тăрать. Урайне те машинсене çӳреме меллĕ пултăр тесе хулăн тимĕр сараççĕ.