Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче мас-рестлинг енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ

Ку спорт тĕсĕ çамрăк-ха, ăна 2003-мĕш çулта кăна официаллă майпа йышăнса наци спорт тĕсĕ пек пĕтĕм Раççей реестрне кĕртнĕ.

Марина Карягина, Вячеслав Ильин

Мас-рестлингра авалхи якут вăййине тĕпе хурса ăмăртаççĕ. Сăмах май, ăна Саха халăхĕн ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе пĕрремĕш олимп чемпионĕ Роман Дмитриев сĕннипе çакăн пек ят панă та. „Мас“ тени якутларан куçарсан йывăç патак тенине пĕлтерет, „рестлинг“ – акăлчанларан „кĕрешÿ“. 15 çул хушшинче мас-рестлинг халăх вăййинчен чăн-чăн пысăк спорт тĕсĕ шайне ÿссе çитнĕ. Пĕтĕм тĕнчери федерацие паянхи кун 40 çĕршыв кĕрет. Чăваш Енри ăмăртăва икĕ ÿсĕмри ушкăнра тупăшма 16 регионти 150 спортсмен килнĕ. Чи йышлисем – хамăрăннисем: 48 атлет.

Пирĕн республикăра мас-рестлинг енĕпе виçĕ çул çеç ĕçлеççĕ-ха. Апла пулин те Чăваш Ен спортсменĕсене Раççейĕн пĕрлехи ушкăнĕнче Саха ăмăртуçисен вырăнне çĕнсе илме çак вăхăт та çителĕклĕ пулнă. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Надежда Осипова (вăл кăвак формăпа) помост çинче халех Наталья Григорь чаплă чемпионăн, тĕнче, Европа, Раççей кубокĕсемпе чемпионат ылтăнне çĕнсе илнĕ спортсменăн вырăнне йышăнма хатĕрленет. Пулас инженер-строитель тăван çĕр çинче 80 килоран ытларах таякансем хушшинче ылтăн çĕнсе илчĕ.

Чăваш Ен ушкăнĕнче Надеждăн ылтăнĕ – пĕртен-пĕрскер. Якут спортсменĕсемпе тупăшма ансатах мар: вĕсен 13 ылтăн. Çитĕнÿ ăнсăртран килмест: Саха Республикинче мас-рестлинга шкул программине те кĕртнĕ. Анчах якутсем пур çĕрте те çĕнтерÿçĕ пулаймарĕç: юниор ушкăнĕнче Раççейĕн абсолютлă чемпионĕ, Калуга тăрăхĕнчен килнĕ 20-ри Иван Галкин мала тухрĕ. 125 килоран таякан атлет икĕ çул хушшинче Раççей, Европа, тĕнче шайĕнче нумай хутчен çĕнтерсе ĕлкĕрнĕ. Чÿк уйăхĕнче Саха Республикинче иртекен тĕнче чемпионатĕнче вăл ылтăна тивĕçес шанăç пур.