Паян - ведомство тулашĕнчи хуралта тăрăшакансен кунĕ

Малтан шалти ĕçсен министерстви çумĕнче йĕркеленнĕ, каярах Раççей гвардине куçнă тытăм 66 çул тултарчĕ. Йĕрке хуралçисем уява, паллах, ĕçре кĕтсе илеççĕ.

Леонид Петров, Семен Антонов

Çуралнă куна халалласа Раççей гвардийĕн  республикăри уйрăмĕ «Канăçсăр каç» акци ирттерчĕ. Йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем рейда хăйсемпе пĕрле журналистсене те илчĕç. Çула тухиччен, йăлана кĕнĕ йĕркепе, инструктаж. Тĕп хулари ведомство тулашĕнчи хуралăн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Алексей Прохоров подполковник пурне те ăнăçу сунчĕ те, экипажсем машинсем çине ларса тĕрлĕ енне саланчĕç. Ку тытăм Шупашкарти 6 пин ытла объекта асăрхаса тăрать.

Ку - ведомство тулашĕнчи хуралăн тĕп вырăнĕ. Ăçта сигнализаци ĕçлесе кайни йăлтах çакăнта курăнать. Ку хыпара çийĕнчех раципе нарядсене пĕлтереççĕ. Вĕсен кашнин хăйĕн маршручĕ. Çав вăхăтрах экипажсем  пĕр-пĕрне пулăшма пултараççĕ. Çурт-йĕре вăрă-хурахран сыхланипе пĕрлех обществăлла вырăнти йĕркелĕхе те тимлĕх уйăраççĕ хуралçăсем. Ăçта кăштах хĕрнĕ çынсене лăплантармалла е çул çинче ашкăнакансене тытмалла – нарядсем чĕннĕ çĕре тÿрех васкаççĕ.

Ведомство тулашĕнчи хуралта ăнсăртран лекнĕ çынсем çук. Владислав Хитров çартан таврăнсан тÿрех йĕрке хуралçи пулатăп тесе шутланă. Халĕ вăл çулталăк водительте тăрăшать. Çак тытăмра 10 çул ытла ĕçлекен  Александр Алеев прапорщике вара йăх ĕçне малалла тăсакан теме пулать. Унăн ашшĕ, аслашшĕ, куккăшĕ милицире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ыттисем те хăйсен тивĕçне куллен тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Чи тăрăшуллисене ведомство çуралнă кунне халалланă савăнăçлă пухура чысланă.