Пассажирсене Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче транспорт мĕнле çÿрени кăсăклантарать

Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем çак уйăхри хăрушă авари хыççăн тăтăшах рейдсем ирттернипе лару-тăру уйрăмах йывăрланнă. Йĕркене хытарнипе хăш-пĕр автобуссем рейса тухмаççĕ.

Леонид Петров, Семен Антонов

Ирхи 7 сехет. Химиксен хулинчи „Каблучок“ чарăнура кашни минутра çын хушăнать. Мĕнле те пулин тĕп хулана каякан автобуса хĕсĕнсе кĕресчĕ, теççĕ вĕсем. Чылай чухне ахаль те тулли транспорт чарăнмасăрах иртсе каять. Пассажирсенчен чылайăшĕ ларса каяс шанăçса ÿстерме маршрут вĕçленекен чарăнăва утаççĕ.

Çакăн пекех кăткăс лару-тăру çавăн пекех 220-мĕш тата 270–мĕш автобуссемпе. 331, 332, 334 –мĕшсем çинче вара вĕсем час-час çÿренипе çеç кăшт çăмăлрах. «Турист» чарăнура та çын нумай. Хăшĕ-пĕри обществăлла транспорт кĕтсе илейменнипе çула май машинсене чараççĕ. 101-мĕш автобуссем рейса тухманни ыйтăва çивĕчлетнĕ.

Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинчи обществăлла транспорт çыхăнăвĕ 14 усламçă аллинче. Пассажирсене унччен 250 ытла техника турттарнă,

рейдсем вăхăтĕнче 40 ытла автобуса рейса тухма чарнă. Вĕсен тахографсем тата водитель карточкисем çуккине тупса палăртнă. Усламçăсем каланă тăрăх, документсене тума саккас панă. Анчах та вĕсене хатĕрлекен предприятире черет пысăк пулнăран, водитель карточкине 2-шер уйăх кĕтме тивет.

101-мĕш маршрут вара урăх усламçă аллине куçнă. Тин ĕçлеме пуçланăскер çула пĕр автобус кăна каларнă. Çавна пула çынсен ăна сехечĕ-сехечĕпе кĕтме тивнĕ. Çапах та предприниматель 8 миллион тенкĕлĕх 60 вырăнлă тепĕр икĕ автобус туяннă. Вĕсем çывăх кунсенче 101-мĕш маршрутпа çÿреме тытăнмалла. Çавăн хыççăн пĕр хуларан теприне çитесси кăштах та пулин çăмăлланĕ.