Элĕк районĕнче клуб туса пĕтереççĕ

Ял çыннин канăвне йĕркелес ыйту нумай çĕрте çивĕч тăрать. Пĕрисем клуб çуккипе нушаланаççĕ, теприсен тĕрлĕ сăлтавпа вăл пушă е юхăнса ларать. Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕшре пурăнакансем темиçе çул Культура çурчĕ пирки ĕмĕтленнĕ. Кĕтни ахаль пулман.

Екатерина Фомина, Семён Антонов

Пĕр çур çул каялла ку вырăнта йывăç-тĕм кашланă, халĕ илемлĕ, капмар çурт ларать. Ăна тунăшăн мăншĕвĕшсем тем пекех хĕпĕртенĕ. «Клубсăр пурăнма кичем», - теççĕ вĕсем. Çавна май ку ыйтăва ял халăхĕ влаç тытăмĕнче ĕçлекенсен умĕнче пĕрре мар хускатнă. Хăй вăхăтĕнче Культура çуртĕнче пурнăç вĕресе тăнă. Пултарулăх ушкăнĕсем халăха юрри-ташшипе савăнтарнă, кÿршĕ ялсем те кунта çÿренĕ.

Çĕнĕ çурта çу уйăхĕнче çĕклеме пуçланă. Халĕ строительсем ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Клуб çывăхĕнче асфальт сармалла. Шалта вара тирпейлесе ăшă ямалли юлнă. Ку çутă та пысăк пÿлĕмре çак кунсенче куракансем валли пукансем вырнаçтарĕç. Сценăна та илем кÿртĕç. Çавăн пекех Культура çуртĕнче библиотека, вулав залĕ валли, тĕрлĕ кружок ирттермелли вырăн уйăрнă.

Клуба Республика Пуçлăхĕн ялти культура учрежденисене аталантармалли Указĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Проект хакĕ – 14 миллион тенкĕ. 700 пинĕ вырăнти бюджетран, ыттине республика хыснинчен уйăрнă.

Çавăн пекех çĕнĕ культура керменĕсем кăçал Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски районĕсенче уçăлмалла.