Нумайăшĕ патшалăх пулăшăвне малтанхи пекех илсе тăма кăмăл тунă

Çитес çул Чăваш Республикинчи федераци çăмăллăхне тивĕçнисен 71 проценчĕ социаллă пакет вырăнне укçан пулăшу илсе тăрĕ.

Марина Карягина, Виктор Степанов

Нумайăшĕ 2019-мĕш çулта социаллă пакетпа усă курасси пирки заявлени паман – эппин, патшалăх пулăшăвне малтанхи пекех илсе тăма кăмăл тунă. Тĕпрен илсен, иртнĕ çул вĕçĕнче е кăçал федераци çăмăллăхне тивĕç пулнисем заявлени çырнă, мĕншĕн тесен пĕрремĕш хутĕнче соцпакет пурне те тивĕçет.

Тулли пакет паянхи куна уйăхне 1075 тенкĕ те 19 пуслăх, çав шутра тухтăр панă рецептпа тÿлевсĕр эмел илме – 828 тенкĕ те 14 пуслăх, тухтăр сĕнĕвĕпе санаторире сипленме – 128 тенкĕ те 11 пуслăх, хула çывăхĕнчи пуйăспа çÿреме тата санаторие пуйăспа кайса килме – 118 тенкĕ те 94 пуслăх.  Чăваш Республикинче 101 пин çын ытла федераци çăмăллăхĕпе усă курать. Вĕсенчен ытларахăшĕ инвалидсем. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата ытти çар çапăçăвĕсене хутшăннисем, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем, радиациллĕ катастрофăна путлантарма хутшăннисем патшалăхран пулăшу илсе тăраççĕ.