Несĕлсен тымарĕсене шыраса

Тюмень тăрăхĕнчи «Тăван» ассоциаци пуçарнипе Уралпа Çĕпĕр тăрăхĕсенче чăваш ячĕллĕ вырăнсене тĕпчеççĕ. Ĕçе пуçăннисем ку тĕллевпе хальхинче Челепи тăрăхне çитсе килнĕ. Тĕплĕнрех - наци конгресĕн пресс-служби хатĕрлеме пулăшнă сюжетра.

Ирина Николаева, Зоя Яковлева

Ираида Маслова — Тюменьти ентешсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи - тахçанах тĕвĕленнĕ шухăшне пурнăçа кĕртме çула тухнă. Архивсенче тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, чăвашсем ытти вырăс мар халăхпа пĕрле ку çĕрсем çине 4-5 ĕмĕр каялла, Хусан ханлăхне парăнтарсан, куçса килнĕ.

3 миллион та 500-ре яхăн çынлă Челябинск облаçĕнче халĕ 9 пин ытла чăваш пурăнать. Çултан çул хăйсене пирĕн халăх çынни тесе калакансен шучĕ сайралса пырать. Кун пирки Тĕп библиотекăра иртнĕ тĕл пулура нумай калаçрĕç. Уйрăм хастарсемпе пĕрлешӳсем тăрăшнипе çеç чăвашлăх упранса пырать. Челепире Тельцовсем ку енĕпе нумай ĕçлеççĕ: Екатеринапа Артемий хулари наципе культура пĕрлешĕвне ертсе пыраççĕ. Халăх хăйне евĕрлĕхне ăруран ăрăва упраса пырасси кашнинчен килнине туйса пурăнаççĕ кунта.

Чăвашла ятсемпе çыхăннă вырăнсене тупса палăртас тесе пысăках мар ушкăн Челепирен 170 çухрăмра вырнаçнă Куса хулине çитрĕ. Вырăнти таврапĕлӳ музейĕн ертӳçи 18-мĕш ĕмĕрте никĕсленĕ хулана мĕншĕн çакăн пек ят панине халиччен те уçăмлатманнине пĕлтерчĕ. Экспедицие хутшăнакансем вăл чăвашла илтĕннине палăртрĕç. Урал тăвĕсен айлăмĕнче вырнаçнă хулана кирек хăш енчен пырсан та «кусса» анмаллипе сăлтавларĕç. Малалла экспедици кунтан инçе мар вырнаçнă чăваш вырăнĕсене çитрĕ.

Экспедицине хутшăнакансем çавăн пекех Златоуст хулинчи Чăваш çырмине шыраса тупрĕç. Унăн 2 енĕпе вырнаçнă урамсене çавăн пек ят панă та: Чăваш юханшывĕн Сылтăм çыранĕ тата Сулахай çыранĕ. Хăй вăхăтĕнче заводсене ĕçлеме вырнаçнă чăваш йăхĕнчен тухнисене, шел пулин те, никама та тупаймарĕç. Чăвашла ятсемпе çыхăннă вырăнсене палăртнисĕр пуçне, пирĕн йăхташсем кунта мĕнле майпа лекнине, мĕнле пурăннине тата паянхи кун мĕн тунине пĕлес тесе малашне анлă тĕпчев ирттересшĕн. Ку тĕллевпе архивсенче те чылай ĕçлемелле.