Патăрьел районĕнчи Первомайскире йăлана кĕнĕ республика шайĕнчи ăмăрту иртрĕ

Çăмăл атлетика енĕпе СССР тĕнче класлă спорт маçтăрĕ, Пĕтĕм тĕнчери Универсиада чемпионĕ, Тĕнче кубокĕн кĕмĕл призерĕ, утас енĕпе виçĕ хут тĕнче рекордне çĕнетнĕ Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн 280 ытла чупакан тупăшăва тухрĕ.

Марина Карягина

Аслă Арапуç çĕрĕ çине кашни кĕркуннех йышлă спортсмен пуçтарăнать. Сумлă ентешĕн Александра Деверинскаян парнисемшĕн тупăшма хальхинче те Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчен чи вăйлă чупуçăсем килнĕ. Ăмăртăва уçнă май чи сумлă хăна хутшăнакансене ăнăçу сунса çамрăксене халал пачĕ.

Александра Деверинская юлашки вăхăтра Шупашкарти коопераци институтĕнче çамрăк ăрăва физкультурăпа, спортпа туслашма вĕрентнĕ. Аслă шкулти ĕçтешĕсем ăна кашни пуçарура пулăшма хатĕр. Ăмăртăва унтан физкультурăпа спорт кафедрин ертÿçи Николай Шашкин та килнĕ.

Тупăшăва чи малтан 13 çула çитичченхи арçын ачасемпе хĕрачасем тухрĕç. Малти виçĕ вырăна икĕ ушкăнра та патăрьелсем çĕнсе илчĕç, арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш Шăмăршă районĕн çамрăк спортсменĕ пулчĕ. Унтан ÿсĕмне кура 14-17 çулхи хĕрсемпе каччăсем, 18-39-ти арçынсемпе хĕрарăмсем, 50-59-ти тата 70 çула çитичченхи, 70 урлă каçнă спорт ветеранĕсем уйрăммăн ăмăртрĕç. Вĕсем 500 метртан пуçласа 3 çухрăм таран чупрĕç. Командăсем хушшинче малти вырăна Первомайски, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Турханпа Патăрьел шкулĕсем çĕнсе илчĕç. Александра Тимофеевна вара вĕсем çине пăхса спортри хăйĕн пирвайхи утăмĕсене аса илчĕ. Унăн пĕрремĕш тренерĕ Мевлет Хабибуллович Зейнетдинов та кунтах.
Ăмăрту çĕнтерÿçисем хаклă парнесене тата Спорт министерствин медалĕпе дипломне тивĕçрĕç.