Раççейĕн сăваплă вырăнĕсем

Шупашкарта  «Раççейĕн сăваплă вырăнĕсем“ фестиваль вĕçленчĕ. Ăна тĕп хулари библиотекăсен пĕрлешĕвĕ пĕрремĕш хут  йĕркеленĕ.
 
Елена Дмитриева, Анна Давыдова, Виктор Степанов

Фестивале хутшăнакансем Туслăх çуртĕнче пуçтарăнчĕç. Кунтах чи лайăх ĕçсен куравне йĕркеленĕ. Виçĕ уйăх  ачасемпе ашшĕ-амăшĕ тĕн темипе фото тата видео ӳкернĕ, эссе çырнă, илемлĕ ӳкерчĕксем хатĕрленĕ тата тĕрлĕ япала ăсталанă.  Пĕтĕмпе  конкурса 164 ĕç ярса панă.

Пухăннисен кăмăлне юрăçсемпе ташăçсем  çĕклерĕç. Фестивале хутшăнакансен ĕçĕсене тӳресем хакларĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн телерадиокомпанире тăрăшакансем те пулчĕç.

Чи лайăх ĕçсен авторĕсене тав хучĕсем, парнесем парса чысларĕç. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче - Вероника Васильева. Вăл  амăшĕпе пĕрле «Сăнÿкерчĕк» номинацире мала тухрĕ.

Йĕркелӳçĕсем çакăн пек фестивальсене  малашне те ирттерме тĕллев лартрĕç.