Уй-хирсем пушанса пыраççĕ, çĕр ĕçченĕ кĕрекене ларма хатĕрленет

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансен республика уявĕ чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртĕ. Унччен юлнă тухăçа пуçтарса кĕртме васкамалла.
 
Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Кĕлете 624 пин тонна яхăн тырă çапса  кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан 23 центнер ытларах.  Иртнĕ çултипе танлаштарсан ку сахалрах, çакна типĕ çанталăк пулнипе сăлтавлаççĕ. Вăрнар районĕнче кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ. Тыр-пула, пахча-çимĕçе, иккĕмĕш çăкăра йăлт пуçтарса пĕтернĕ. Халĕ кĕрхи çĕртме тăваççĕ.
 
Кĕрхисене республикăра 102 пин ытла гектар акса хăварнă. Çĕр ĕçченĕсене калча хĕл епле каçасси пăшăрхантарать.

Çакă йăлтах çанталăк кăмăлĕнчен килет. Çавна май ял хуçалăх министерстви вăрлăх ытларах хатĕрлесе хăвармаллине асăрхаттарать. Кĕрхисем пĕтсен, çуркунне çав лаптăксенех тепĕр хут акма тивĕ.