Республика журналистикин çĕнĕ историйĕ çырăнать

Хăна пуçтармастпăр, мĕншĕн тесен анлă ĕç пырать. Йăлтах туса пĕтерсен вара пурне те хапăл тăватпăр. «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанине никĕсленĕ куна унта ĕçлекенсем пысăк тĕллевсемпе кĕтсе илнĕ. 

Леонид Петров, Оксана Замятина, Вадим Владимиров   

Хальхи вăхăтра пирĕн компани çĕнĕрен çуралать тесене те юрать.  Çур çул ĕнтĕ телевидени пÿлĕмĕсенче анлă юсав пырать. Унпа пĕрлех çутă тата сасă хатĕрĕсене йăлтах улăштараççĕ. Çĕнĕлĕхсен пахалăхне куракансем те кĕçех туйса илĕç.

Техникăпа пĕрлех кăларăмсем те çĕнелеççĕ. Нумай пулмасть пирĕн компани Сывлăх сыхлавĕн тата Цифра аталанăвĕн министерствисемпе пĕрле йĕркеленĕ «Сывлăх хумĕ çинче» анлă акци вĕçленчĕ. Çывăх вăхăтра «Театр-онлайн» проект хута каймалла. Цифра хыпарлавĕ çине куçни куракансемпе итлекенсен йышне анлăлатма май парать. Кунта Раççей патшалăх телерадиокомпанийĕн тÿпине палăртмалла.

Пĕрлешÿ пулăшнипе студисем, монтаж тумалли пÿлĕмсем, информацие упрамалли серверсем йĕркелеççĕ. Камерăсем, компьютерсем, ĕç программисем те - йăлтах çĕнелеççĕ.  Пысăк улшăну радиона та пырса тивет. Кĕçех ку тытăм телевидени çуртĕнчен эфира тухма тытăнĕ. 

Кунта ĕçлекенсем паян республика журналистикин çĕнĕ историне çыраççĕ. Чăваш радио 92, телевидени 57 çул тултарчĕç пулин те, вĕсем чи аслă, çав вăхăтрах оперативлă массăллă информаци хатерĕсенчен пĕрисем юлаççĕ. Çавăнпа малашне те пĕрле пулар.