Паллă ертÿçĕ сăнарĕ яланах тĕслĕх вырăнĕнче

Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăха чылай çул ертсе пырса ура çине çĕкленĕ Платон Давыдов ятне хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпех пĕлнĕ. Пултаруллă пуçлăх пиртен уйрăлса кайнăранпа ултă çул иртрĕ ĕнтĕ. Ачисем тата район администрацийĕ тăрăшнипе Платон Павлович ячĕпе Муркашра çулсерен волейбол турнирĕ йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл пиллĕкмĕш хут иртрĕ.

Марина Карягина, Иван Макеев    

Платон Давыдов çинчен илтмен çын таврара çук, паллакансем вара ăна пурте ырăпа кăна асилеççĕ, тав тăваççĕ. Ун ячĕпе çулсерен иртекен волейбул турнирне те йышлăн пуçтарăнаççĕ. Сумлă хăнасем хушшинче Шупашкартан кăна мар, республика тулашĕнчен ятарласа килнисем те пур. Пĕрле ĕçленĕ тусĕсемпе пĕлĕшĕсем те – ун ĕçне малалла тăсакансем. Платон Павлович сăнарĕ вĕсемшĕн паянхи кун та тĕслĕх вырăнĕнче.

Кăçалхи ăмăрту ытти çулхисем пекех хĕрÿ иртрĕ, Муркаша 13 команда килсе çитрĕ. Çапла район шайĕнчи турнир Атăлçи шайне хăпарчĕ. Чăваш Ен командисемсĕр пуçне тупăшăва Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Тутарстан, Мари республикисенчен хăнасем хутшăнчĕç. Ытларах чухне „Сывлăх“ физкультурăпа спорт комплексĕпе район центрĕнчи шкулта кăна вылянă пулсан, хальхинче харăсах темиçе спорт залĕнче вăй виçрĕç.

Турнир парнисем кăçал пурне те тивĕçрĕç. Кÿршĕ республикăсемпе облаçсенчен те вăйлă ушкăнсем  пулчĕç пулин те, тĕп Кубок Муркашри райбыт командинче юлчĕ. Иккĕмĕш вырăнта  - Трак Енри „Спартак-Исаково“, виççĕмĕшĕнче – чулхуласем.