Канаш районĕнче иртнĕ эрнере хăрушă аварире вилнисене пытарчĕç

Чăваш Енре иртнĕ кĕçнерникун Шупашкар районĕнчи Мăн Карачура çывăхĕнче пулнă хăрушă инкеке малалла тĕпчеççĕ. Çав вăхăтрах аварире пурнăçран уйрăлнисене шăматкун пытарчĕç. Аса илтеретпĕр, микроавтобус Канашран Мускава кайма тухнă. Пысăк тиевлĕ машинпа çапăннипе 11 çын сарăмсăр вилнĕ.
 
Леонид Петров, Владимир Синдеев
 
Хăрушă аварире пурнăçран уйрăлнисенчен виççĕшĕ пропискăпа çак çуртран пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ Николай Павловпа Михаил Иванов çакăнтах, Людмила Иванова вара юнашар çуртра пурăннă. Кÿршисем каласа панă тăрăх, Николай Павлов Мускав облаçĕнче вахта мелĕпе ĕçленĕ. Нумаях пулмасть больницăран  сипленсе тухнă та каллех ĕçе кайма пуçтарăннă.

Ку пÿлĕмрен вара 23-ри каччă вилнĕ. Михаил Иванов автобусра ашшĕпе пĕрле пулнă. Ашшĕ халĕ реанимацире выртать. Михаил Иванова Карăклăра, унпа пĕр хушаматлă кăна Людмила Иванована Канаш хулинче пытарнă. Николай Павлова вара юлашки çула Янкăлчра ăсатрĕç. Унпа сыв пуллашма ял çыннисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Кашни ăна ырăпа аса илчĕ.

Николайăн мăшăрĕ Инна Павлова та çĕршыв тĕп хулинче ĕçлет. Хăрушă хыпар çинчен вăл тепĕр кунне кăна пĕлнĕ.

Чи кăсăкли, Николай Павлова çуралнă кунне пытарчĕç. Вăл 58 çул тултармаллаччĕ. Хурлăхлă ĕç-пуç шăматкун çавăн пекех Çĕрпÿ тата Тăвай районĕсенче иртнĕ.