Шупашкарта тĕнчери каратэ конфедерацийĕн Раççей Кубокĕ иртрĕ

Пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва çĕршыври 16 регионтан спортсменсем пухăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене чыслама Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин   
 
Маунтинбайк центрĕнче иртнĕ тупăшура 900 яхăн каратист  вăй виçрĕ. Çĕнтерÿçĕсене 7 енпе тĕрлĕ ÿсĕмре палăртрĕç. Татами çине тухнисенчен чи кĕçĕнни пиллĕкре, чи асли вара 60-та пулчĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре каратэ йăли-йĕрки çирĕп аталаннине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл йĕркелÿçăсене ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарнăшăн тав турĕ. Ку тĕлĕшпе çĕршыв президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăçлама республикăра майсем çителĕклĕ, терĕ.

Çакăн пек ăмăртусем атлетсене хăйсен ăсталăхне малалла туптама хавхалантараççĕ. Пысăк тĕллевлĕ спортсменсенчен пĕри -  Алман Тимофеев тĕнче чемпионĕ патĕнчен вĕренекен Владимир Михеев. Иртнĕ икĕ çулта вăл ката енĕпе пĕр ăмăрту та выляса яман. Тĕнче Кубокне тивĕçнĕскере, Европа тата Раççей турнирĕсенче çĕнтернĕскере хальхинче те никам çитеймерĕ. Вăл 9 çулти ачасем хушшинче чемпион пулчĕ.

Пĕтĕмпе ку турнирта Владимир Михеев виçĕ ылтăн медаль тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕрне чи кăткăс тупăшура – кумитэ енĕпе. Виçĕ куна пынă ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен пĕрлештернĕ ушкăнĕ те пĕлтĕрхи пекех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Самарсем  – иккĕмĕш, чулхуласем – виççĕмĕш.