Мускавран тĕп парнепе таврăннă

Республикăри çĕр ĕçченĕсем Мускавран пуян тухăç пуçтарса таврăнчĕç. Кун пирки паян ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура каласа кăтартрĕ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Ял хуçалăх ĕçченĕсене «Ылтăн кĕркунне» курав 20-мĕш хут пĕрле пуçтарчĕ. Кăçал унта Раççейĕн  49 субъекчĕ тата 14 урăх çĕршыв хăйсемпе паллаштарчĕç. Чăваш республики те унта кашни çулах хутшăнать. 41 предприяти продукцине тата муниципалитетсен ĕçне хальхинче 73 номинацире пахаланă. Пурĕ 63 медаль çĕнсе илнĕ.  Вĕсенчен 8-шĕ кĕмĕл, 7 бронза.

Çакнашкал курава хутшăнни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн паха та пĕлтерĕшлĕ: хăйсене кăтартаççĕ, ыттисен ĕçĕпе паллашаççĕ. Çав вăхăтрах кунта çавра сĕтелсем, тĕл пулусем иртеççĕ.  Вĕсенчен пĕринче патшалăх пулăшăвĕ кÿмелли майсене сÿтсе явнă. Ял çыннисемшĕн ырă хыпар пĕлтернĕ унта.

Республикăн ял хуçалăх министерстви куравра пĕлтерĕшлĕ икĕ килĕшÿ тунă. Вĕсем минераллă удобренисем кÿрсе килессипе тата хăмла типĕтекен комплекс тăвассипе çыхăннă.  

Çавăн пекех Сергей Артамонов министр Раççей Центросоюз Канашĕн ертÿçипе Дмитрий Зубовпа тĕл пулнă, потребительсен кооперацине аталантарас ыйтăва сÿтсе явнă. Ку тĕлĕшпе Чăваш Ен лайăххисен йышĕнче пулнине, тĕпрен илсен Чăвашпотребсоюз ĕçне  палăртнă Дмитрий Зубов.   

Çавна май чÿк уйăхĕнче Шупашкарта канаш ларăвне ирттерме калаçса татăлнă.