Наци чунне упракан театр тата киностуди никĕслевçи

Чăваш Енре тата унăн тулашĕнче Иоаким Максимов-Кошкинский актёр, режиссёр тата драматург çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă ĕç-пуç малалла пырать. Çак кунсенче вăл никĕсленĕ Чăваш академи драма театрĕнче асăну каçĕ иртрĕ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров, Владимир Смирнов

Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевпа пĕр ялта çуралса ӳснĕ Иоаким Максимов-Кошкинский хăйĕн вĕрентекенĕ пекех тăван халăхшăн ĕмĕр асăнмалăх пархатарлă ĕçсем туса хăварнă. Унăн хăвачĕ хальхи çамрăксене те вăй парса тăрать. Çавăнпах пуль, аса илӳ каçне «Авалхи―паянхи» ятпа уçрĕç.

Иоаким Степанович театр уçнипе çырлахман, спектакльсем хатĕрленĕ вăхăтрах «Чăвашкино» студине аталантарнă. Тăван халăх пурнăçĕпе ĕç-хĕлне кăтартакан фильмсем ӳкернĕ. Кино ăсталăхне туптаса мăшăрĕпе ― Тани Юнпа пĕрле хăй те сахал мар картинăра ӳкерĕннĕ. Ял халăхĕн сумне ӳстерме тăрăшнă.

Кăннакушкисем сумлă ентешне яланах асра тытаççĕ. Унăн ырă ячĕ халăхра вилĕмсĕр пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Чăваш драма театрĕн сцени çинче Максимов-Кошкинский пултарулăхне хаклакансем сăмах илчĕç. Шел пулин те, паллă режиссерăн чылай ĕçĕ хальхи ăру валли сыхланса юлманни пăшăрхантарать. Репресси вăхăтĕнче вăл ӳкернĕ кинолентăсене пĕр машина тиесе тухса çунтарса янă. Упранса юлнă картинăсем вара халĕ темрен хаклă тупра вырăнĕнче. Электронлă документсен патшалăх архивĕнче ĕçлекенсем асăну каçне хатĕрленсе театртах Кошкинский пултарулăхĕпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Артистсем куракансене спектакль сыпăкĕсемпе савăнтарчĕç.