Çĕршыв тĕп хулинче «Ылтăн кĕркунне» курав иртет

Ял хуçалăхĕ -  тухăçлă та тупăш кӳрекен  отрасль. Çакна  Мускаври ВДНХра паянхипе 3-мĕш кун иртекен «Ылтăн кĕркунне» курава хутшăнакансем тепĕр хут çирĕплетеççĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çĕр ĕçченĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ.

Ирина Николаева

Фермерсем, ял хуçалăх техники, удобрени, выльăх апачĕ туса кăларакансем тата, паллах, продукци тирпейлекенсем — агропромышленноç форумне Раççейри пин те 300 яхăн предприяти хутшăнать. Куравпа паллашнă май çĕршыв правительствин ертӳçи Дмитрий Медведев вĕсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Кунта чикĕ леш енчи продукцине улăштармалли программа тата патшалăх пулăшăвĕ витĕм кӳнине палăртрĕ. Агропромышленноç комплексне аталантарма 6 çулта федераци бюджетĕнчен пĕр триллион та 200 миллиард тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвне кура  Чăваш Енре те ял хуçалăхĕнче ĕçлес текенсен шучĕ ӳсет: инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ.

Куравăн малтанхи кунĕсенче республикăри ял хуçалăх министерстви пĕлтерĕшлĕ килĕшӳсем тунă. «Уралхим» корпораци малашне йӳнĕрех хакпа тата тӳрремен удобренипе тивĕçтерĕ. Унсăр пуçне пирĕн хуçалăхсем  минераллă удобренисемпе тухăçлă усă куракан предприяти опычĕпе паллашма пултараççĕ. Çавăн пекех Мускав облаçĕнчи чукун çул техникин 41-мĕш завочĕпе килĕшӳ тунă. Унта республика валли хăмла типĕтекен 1-мĕш комплекс тума калаçса татăлнă. Чĕр тавара тасатнисĕр пуçне вăл пĕр вырăнтах хăмла тирпейлесе кăларма пулать. Кăçалхипе 20-мĕш хут иртекен «Ылтăн кĕркуннере» хамăр продукцине ытти çĕршыва ăсатма майсем туса пама тĕллев лартнă. Китай, Инди, Азипе Африка тата Перси кӳлемĕшĕнчи çĕршывсем Раççейре туса кăларнă продукципе  кăсăкланма пултараççĕ.

Раççей куравне республикăри 39 предприятипе организаци хутшăнать. Вĕсен ĕçне 73 номинацире  палăртаççĕ. Çак куравра çĕнĕлĕхсемпе паллашма май пурри тата, паллах, усăллă килĕшӳсем туни пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕрхи куравра республикăри предприятисем 400 миллион тенкĕлĕх контрактсем алă пуснă, кăçал  тата ытларах пуласса шанаççĕ.