16 октября 2018 08:50   11°   $65.75 €76.05

11.10.2018 17:58

Чĕлхе пурăнсан – халăх пĕтмест, тенине тĕпе хураççĕ Тюмень чăвашĕсем

Унти ентешлĕх пысăк ĕç пуçарнă. Уралпа Ҫĕпĕр тӑрӑхĕнчи йӑхташӑмӑрсем мĕнле пурăннине каласа кăтартас тĕллевпе çулçӳрев йĕркеленĕ.  Пĕрремĕш чарăну Тюмень облаçĕнчи Першино ялĕнче пулнă. Тĕплĕнрех - Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе хатĕрленĕ сюжетра.

Ирина Николаева, Зоя Яковлева

Тюмень хулинчен 113 çухрăмра вырнаçнă  Першино ялне 18-мĕш ĕмĕр варринче вырăс хресченĕсем никĕсленĕ. Чăн малтанхи чăвашсем унта хăçан куçнине татăклăн калама çук. Пирĕн республикăри, Чĕмпĕр тата Тутар тăрăхĕнчи ентешсем Першинора 1970-80-мĕш çулсенче уйрăмах нумайăн тĕпленнĕ. 2010-мĕш çулти халăх çыравĕ тăрăх, Першинора 500 ытла çын пурăнать. Вĕсенчен çурри чăваш тесен йăнăш пулмĕ. 10 çул ытла ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан Эмилия Алексееван ашшĕ-амăшĕ Вăрнар районĕнчен куçса килнĕ. Вĕсем кунта тĕпленнĕренпе 45 çул çитнĕ. Аякра пурăнсан та, чунри чăвашлăх туйăмне сӳнме парасшăн мар ентешсем. Шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Елена Черняева хăй вăхăтĕнче чăваш кружокĕ те ертсе пынă.

Тюмень тӑрӑхĕнчи чӑвашсен "Тӑван" Ассоциацийĕн ертӳçи Ираида Маслова Першино ачи-пăчине чăвашла кĕнекесемпе словарьсем парнелерĕ, аудиоуроксем те усăллă пулмалла. Аслисем вара «Пике» ушкăна аталантарса пурăнаççĕ. Чăваш юррин ансамбльне пуçарса янăранпа юпа уйăхĕнче 25 çул çитрĕ. Чи тĕлĕнмелли, çулталăк ăна вырăс хĕрарăмĕ ертсе пырать. Ушкăна тĕрлĕ çулти, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем çӳреççĕ. «Пике» ушкăн çинчен Тюмень тăрăхĕнче илтмен çын çукпа пĕрех. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче чăваш ансамблĕ чылай конкурс-фестивале хутшăнса палăрма ĕлкĕрнĕ.

Чăваш сăмахне упрас ĕçре йывăрлăх сахал мар пулнине пытармаççĕ аякри тăвансем. Анчах çитĕнекен ăрăва хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантарасса шанаççĕ.


проститутки чебоксары