Германире хĕсметре тăнă Совет çарĕн салтакĕсем пирки черетлĕ кĕнеке тухнă

Вĕсем пирки чылай çул ниçта та калаçман. Хӳттине вара пурте туйса пурăннă. Халĕ паттăрсене ятран пĕлме вăхăт çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Германире хĕсметре тăнă Совет çарĕн салтакĕсем пирки черетлĕ кĕнеке тухрĕ. Ăна Елчĕк районĕнче пахаларĕç.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çĕнтерĕвне Совет Союзĕн 11 миллион салтакĕ Германире кĕтсе илнĕ. Унтах тепĕр 20 кунран Белоруссин 1-мĕш фронтĕнчен оккупаци çарĕсен ушкăнне йĕркеленĕ. Ăна Жуков маршал ертсе пыма пуçланă. 3 миллионлă Совет çарĕ Америка, Англи тата Франци çĕршывĕсемпе пĕрле Германири лăпкăлăха тытса тăнă. Тăшмана тепĕр хут пуç çĕклеме парас мар тесе хĕсметре тимленĕ, тĕнчене хăратма хăтланнă сутăнчăксен сапаланчăк çарĕсене хирĕç кĕрешнĕ.

Совет çарĕн салтакĕсем Германири 777 хулара сыхă тăнă. Кирлĕ пулсан, сехетре Европан 6 енĕпе вăрçă пуçлама пултарнă. Çулсем иртнĕ çемĕн, самана лăпланнă май, çарти салтаксен йышне чакарма пуçланă. 1994 çулта Германирен пирĕн юлашки салтака илсе тухнă. Унтанпа 24 çул иртрĕ. Германире хĕсметре тăнă салтаксен йышĕ те чаксах пырать. Çавăнпа та çĕршыв хӳтĕлевçисем тепĕр хут пĕрлешме шутланă. 2014 çулта Чăваш Енре Германипе Варшава килĕшĕвне кĕрекен çĕршывсенчи Совет Союзĕн çарĕн ветеранĕсен канашне йĕркеленĕ. Унăн ертӳçи Михаил Семенов тăрăшнипе паян республикăри 19 районта çак юхăм ĕçлет.

Кирек хăш самантра та çĕршыва хӳтĕлеме хатĕр пулнине çирĕплетекен салтаксем шкулсенче патриотизм урокĕсене хутшăнаççĕ, çарти пурнăçпа паллаштаракан кĕнекесем çыраççĕ. Черетлĕ издание Германире салтакра пулнă Елчĕк районĕнчи ветерансене халалланă.

49 çул хушшинче Германири Совет çарĕнче 108 пин чăваш салтакĕ хĕсметре пулнă. Паянхи ветерансем историри чăнлăха пулас ăрусем валли упраса хăварма тăрăшаççĕ. Мирлĕ вăхăтра та вĕсем сахал мар тус-юлташне çухатнă.

Çĕнĕ кĕнекене пахалама тĕрлĕ районтан пухăннă салтаксем Елчĕк ялĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр ветеранне Мария Абрамована хисеп турĕç. Кĕçех 100 çул тултаракан фронтовика медальпе чысларĕç. Çавăн пекех Германири Совет çарĕн ветеранĕсене асăнса лартнă палăк умне чечексем хучĕç. Çитес вăхăтра район паттăрĕсене халалласа тепĕр кĕнекен кăлармаллине палăртрĕç.