Вăхăтра прививка тутарни грипран сыхланма пулăшать

Халĕ республикăра шăпах вакцинаци пырать. Çурла уйăхĕнче кÿрсе килнĕ эмел нумаях юлман. Ăна больницăсене тата та валеçмелле.

Екатерина Фомина, Татьяна Иванова, Валерий Резюков
 
Паянхи кун Чăваш Енре пурăнакансен 20 процентне прививка тунă. Çак кунсенче хамăр çĕршывра туса кăларнă совигрипп тата ультракс препаратсен иккĕмĕш партине кÿрсе килмелле. Сывлăх сыхлавĕн министерстви халăхăн 75 процентне вакцинăпа тивĕçтерме палăртнă. Чиртен сыхланма пулăшакан  эмел ачасене, шкулсенче, медицина учрежденисенче ĕçлекенсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене, 60 иртнĕ çынсене тата шала кайнă чирсемпе аптракансене уйрăмах кирлĕ, теççĕ тухтăрсем.

Республикăри предприяти-организацисем ĕçлекенĕсен сывлăхне тимлĕх уйăрни паха. Нумай çĕрте тухтăрсене чĕнсе илсе хăйсен шучĕпе вакцинаци ирттереççĕ.

Çанталăк сивĕтнине кура вирус инфекципе чирлекенсем нумайланнă. Уйрăмах ачасем аптраççĕ. Лаборатори тĕпчевĕсем кăтартнă тăрăх, грипран шар куракансем пулман.

Республикăра хальлĕхе лару-тăру лăпкă пулин те, тухтăрсем чире хирĕç кĕрешме хатĕр тăраççĕ. Инфекци стационарĕсенче хушма вырăнсем хатĕрленĕ. Вируссине, микробсене хирĕç  кĕрешмелли эмелсене те çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Çав вăхăтрах кашнин харпăр хăй сывлăхне упрамалла. Иммунитета çирĕплетме витаминсемпе пуян апат çимелле, ÿт-пĕве пиçĕхтермелле.