Шупашкарти ресторанта Японирен тÿрремĕн кÿрсе килекен чĕр тавартан апат хатĕрлеме палăртаççĕ

Чăваш Ен тĕп хулинче - Японири апат-çимĕç маçтăрĕсем хăнара. Вĕсем кулинари енĕпе килĕштерсе ĕçлемелли майсене тĕпчеççĕ, хăйсен йăли-йĕркипе паллаштараççĕ. Тĕлĕнтермĕш апат-çимĕçе ас тивекенсен йышĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.

Владимир Тимофеев, Анна Давыдова, Владимир Синдеев  

Япони делегацийĕ Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар.Кунта  вĕсем темиçе çул каялла пулнă. Ун чухнех аякри хăнасене  Шупашкар хăйĕн илемĕпе тыткăнланă, çавăнпа вĕсем таврăнма шантарнă. Халĕ çав сăмаха тытса тепре çитнĕ: пушă алăпа мар, ĕçлĕ сĕнÿпе.  Япони çыннисем апат-çимĕçпе тивĕçтерессипе çыхăнусем йĕркелесшĕн. Çак тĕллевпе вĕсем тĕп хулари пĕр ресторанта пулса курчĕç.
   
Çĕнĕ çыхăну шупашкарсене те хавхалантарнă. Малашне кунта апат-çимĕçе тÿрремĕн Японирен кÿрсе килме палăртаççĕ.  Вĕсенчен мĕн хатĕрлессине ресторан шеф-поварĕ кăтартрĕ. Унăн ăсталăхĕпе хăнасем питĕ кăмăллă пулчĕç. Сăмахран, Рамэн яшкана сысна тата пулă шÿрписене хутăштарса пĕçереççĕ. Унта çавăн пекех лапша тата  çиме курăкĕсем хушаççĕ.  

Яппунсене вара пирĕн тăрăхри апат-çимĕçпе сăйларĕç. Хăшне-пĕрне вĕсем питĕ аван пĕлеççĕ, юратаççĕ.

Çакăн пек тĕл пулусем питĕ пĕлтерĕшлĕ, теççĕ „Идзумире“. Вăл Японири чĕр тавартан апат хатĕрлекен Чăваш Енри пĕрремĕш ресторан пулать. Çакăнпа çыхăннă мĕн пур вăрттăнлăха алла илме, çывăх вăхăтра презентаци йĕркелеме шантараççĕ унта. Çапла вара аякка каймасăрах Хĕвел тухакан çĕршыв культурипе паллашма май пулĕ.