Тĕрмере те килти хăтлăха туйса илме пулать

Çĕрпӳри  сипленмелли тата юсанмалли хĕрарăмсен 7-мĕш  учрежденийĕнче паян реабилитаци центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. Чăваш Енре вăл 1-мĕш, Раççейпе вара 18-мĕш пулчĕ.
 
Ирина Николаева, Семен Антонов
 
Çак колоние ÿсĕрле  тата наркотикпе çыхăннă преступлени тунăшăн лекеççĕ.  Кунта судпа айăпланнă 719 хĕрарăм ларать. Явап тытнă хушăрах вĕсене сиенлĕ йăласенчен сипленме пулăшаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 207 хĕрарăм ирĕке тухнă. Нумай çул тĕрмере ларни, паллах,  витĕм кӳрет. Çавна май Мария Каннабих ертсе пыракан регионсем хушшинчи фонд хĕрарăмсен колонийĕсенче «Аврора» ятлă реабилитаци центрĕсем уçма пуçланă. Çĕрпӳри учрежденире ăна валли унччен карантин пулнă çурта усă курнă. Унта хăйсене лайăх тытакан, ирĕке тухиччен çур çул юлнă 10 хĕрарăм пурăнма пултарать. Кунта пĕр вырăнлă çемçе кравать,  çăвăнмалли уйрăм пӳлĕмпе туалет, тĕрлĕ техникăпа тивĕçтернĕ кухня, кĕпе-йĕм тирпейлемелли вырăн  тата психолог кабинечĕ пур.

Питĕрти Элеонора Виноградова наркотик сутнăшăн 2-мĕш хут судпа айăпланнă. Çулталăк ĕнтĕ Çĕрпӳре. Çак хушăра ăна сиенлĕ йăларан хăтăлма пулăшнă. Ытларах  килĕнчи 15 çулти хĕрĕпе пĕр чĕлхе тупса ăна хăй тунă йăнăшсенчен сирме ĕмĕтленет. Хĕрарăмсене ирĕке тухсан иртнĕ пурнăçа таврăнасси  шиклентерет. Вĕсене реабилитаци центрĕнче психологăн витĕмлĕ ĕçĕ малашнехи тĕллевĕсене тĕрĕс палăртма пулăшĕ.