Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа хастар усă кураççĕ

Шупашкарти Сапожников урамĕнче пурăнакансене халĕ тĕттĕм каçсем хăратмаççĕ. Халăх пуçарăвĕн программи пулăшнипе кунта çутă юписем, хунарсем вырнаçтарнă.
 
Екатерина Фомина, Анжелика Артемьева, Вадим Владимиров
 
Ку проект пирĕн республикăра иккĕмĕш çул ĕçлет. Унта хутшăнса темĕн тĕрлĕ ĕç тума пулать. Калăпăр, çул юсамалла е çурт картишне йĕркене кĕртмелле – çакна çынсем хăйсем татса параççĕ. Сапожников урамĕнче пурăнакансем, акă,  çутă юписем ларттарма  йышăннă.

Пĕрремĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш çуртсем çывăхĕнче пурĕ 17 çутă юпи лартнă.  Вĕсене вырнаçтарма миллион çурă тенкĕ усă курнă. Пуçарăва пурнăçа кĕртес тесе кашни хваттертен 220-шер тенкĕ пухнă.
Калинин районĕнче халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа хастар усă кураççĕ.
 
Программăна хутшăнас текенсен малтан халăхпа пуху ирттерсе мĕн тăвассине татса памалла. Укçа-тенкĕ пуçтарма хирĕç маррине район администрацине çырса пĕлтермелле. Проекта ырласан ĕçе пуçăнма та юрать.