Хваттерти ваннăйсенче нÿрĕк, çунă япаласемпе ал шăллисене те типĕтме май çук

Ăшă пăрăхĕ кирлĕ пек ĕçлеменнипе тĕп хулари Гоголь урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăнакансем çапла нумай çул нушаланаççĕ.  Тĕрĕслĕх шыраса тупайманнипе вĕсем ку ыйтупа пирĕн телерадиокомпанине çитрĕç.

Леонид Петров, Екатерина Янгалакова
 
32 çул каялла хута янă кирпĕч çурт тул енчен пăхсан чиперех курăнать.  Шалта вара пĕтĕмпех юхăннă, каласа кăтартаççĕ кунта пурăнакансем. Вĕсене «Южный» управляющи компани тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламанни пăшăрхантарать.

Чи пĕлтерĕшли вара ваннăйсенче ăшă пăрăхĕсем ĕçлемеççĕ. Роза Борисенко, сăмахран, ку пÿлĕме шыв тултарма тата алă çума кăна кĕрсе çÿрет. Унччен унăн кунта  змеевик текен тимĕр пăрăх пулнă. Вăл шăтса юхнăран, ăна улăштарнă. Чăн та, маçтăрсем  пĕр тÿрĕ пластик пăрăх çеç лартса панă. Çитменнипе унта ăшă шыв та пымасть. Унтанпа сивĕ пулнăран çăвăнмасăрах пурăнатăп, тет хватер хуçи. Нина Карпован та  нуши çакнашкалах.

Çуртра шывпа тивĕçтерекен тĕп пăрăх та начар. Çавна пула Нина Карповапа кÿршĕллĕ пурăнакан Татьяна Таманова хваттерне çÿлти хутран кăçал 2 хут шыв аннă. Кăткăс ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе эпир „Южный“ пĕрлешĕве çитрĕмĕр.  Унта Гоголь урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăнакансен нуши пирки лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен сăмахĕпе, ку пÿрте кăçалхи тĕп юсав программине кĕртмен. Ваннăй пăрăхĕсенче циркуляци çуккишĕн вара пурăнакансем хăйсем айăплă. 

Ку çуртри ваннăйсенче ăшă çуккипе Калинин район прокуратури те кăсăкланнă. Нушана вĕçне çити татса пама çынсене пĕр чĕлхе тупни çеç пулăшĕ. Çавăн хыççăн тин лав вырăнтан тапранĕ.