Шупашкарта сусăр çынсен професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» чемпионачĕ пуçланчĕ

Тупăшусем 4 лаптăкра иртеççĕ. Вĕсенчен пĕринче, Экономикăпа технологи колледжĕнче, камсем ăмăртни пирки Надежда Александрова каласа кăтартать.
 
Надежда Александрова, Михаил Солин  

Дима Макаров Нурăсри шкул-интернатра ăс пухать. Арçын ача 3-мĕш çул ĕнтĕ йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларма вĕренет. Дима пек «ылтăн алăллисем» чемпионатра тата 9-ăн. Вĕсенчен 4-шĕ шкул ачи, тепĕр 5- ĕш - студентсем. Вĕсем пурте тупăшура хăйсем çĕнтерессе шанаççĕ. Кăçал каччăсен йывăç турилккене илемлетмелле. Вĕсене çакăн валли 4 сехет уйăрнă. Шкул ачисем хатĕр эрешсемпе ĕçлеççĕ, студентсем эскизне те хăйсем тăваççĕ.

Çĕвĕçсем хушшинче те хĕрӳ тупăшу. 5-шĕ студентсем, 5-шĕ - специалист. Вĕсен пурин те пĕрешкел ĕç тумалла. Çамрăксем конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Çĕвĕçсем епле тупăшнине ĕçпе тивĕçтерекенсем те сăнарĕç. Чи çивĕччисене вĕсем хăйсем патне илме хатĕр. Çапла, асăннă чемпионатăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - сусăрсене пурнăçра вырнаçма пулăшасси. Текстпа ĕçлесси - çакăн пек номинаци те пур кăçал. Хăйсен ăсталăхне 5 çамрăк кăтаратрĕ. Чи пултаруллисем Мускавра иртекен 4-мĕш наци чемпионатне хутшăнĕç.