Николай Кириллов профессор тата ăсчах 70 çул тултарчĕ

21 çул вăл ял хуçалăх специалисчĕсене хатĕрлекен аслă шкула ертсе пынă, ун аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Сăмах Вăрнар районĕнчи Авруй ялĕн пултаруллă çынни Николай Кириллов пирки пырать. Раççей аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор 70 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, юлташĕсем саламларĕç.

Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов

Николай Кириллов ĕç – пурнăç тыткăчи пулнине мĕн ачаран ăша хывса ÿснĕ.  11 çулта чухнех вăл колхозра 75 ĕç кунĕ тунă. Тăрăшуллă, ĕçчен ача лашасем пăхнă, утă турттарнă, хирте тар тăкнă. 16 çула çитнĕ тĕле çамрăкăн ĕç стажĕ 3 çул çурă пухăннă.   Николай Кириллов Вăрнарти зооветеринари техникумне „пиллĕк“ паллăсемпе пĕтернĕ. Кайран хĕсмете кайса килнĕ хыççăн Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Унта вĕреннĕ вăхăтра виçĕ çул çурă Ленин стипендине илсе тăнă.  Пултаруллă, çамрăк ăсчаха 1980-мĕш çулта Чăваш ял хуçалăх институтне ĕçе илнĕ. Доцент, декан, проректор пулнă, 1991 –мĕш çулта вара Николай Кириллович ректор тилхепине тытнă. Сăмах май, ку должноçе ăна 4 хутчен кашнинче 5 çуллăха суйланă.

Николай Кириллов ертсе пыракан аслă шкул 1995  çулта институт ята академипе улăштарнă. Вăл тăрăшнипех вĕренмелли майсем лайăхланнă. 1997 çулта ветеринарсене хатĕрлекен факультет уçнă. Унтан инженери факультечĕпе спорт комплексĕн çĕнĕ çурчĕсене çĕкленĕ. Республикăн ял хуçалăх аталанăвне Николай Кириллов пысăк тÿпе хывнине ăна саламлама килнисем пурте каларĕç.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăл ĕçе яланах юратса тунине, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Хăнасем пĕри те пушă алăпа килмен, ăшă сăмахсем, парнесем сахал мар пулчĕç.

Николай Кириллов диссертаци канашĕн пайташĕ, наука, вĕрентÿ пособийĕсен авторĕ, 2016 çулта вăл Чăваш ял хуçалăх академийĕн хисеплĕ профессорĕ ята тивĕçнĕ. Паян та Николай Кириллович ĕçсĕр лармасть. Студентсене лекци вулать, общество пурнăçне хастар хутшăнать. „Малалла та çапла пĕрле ĕçлесчĕ, ял хуçалăхĕ, тăван академи аталансах пыччăр“, -  терĕ Николай Кириллов.